Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 3:10 - Синодальный НЗ

10 Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 3:10
26 Iomraidhean Croise  

Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет.


Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.


Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ.


Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ.


Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.


Турӑ ачисем Турӑ сӑмахне итлеҫҫӗ. Турӑ ачисем пулманран эсир Мана итлеместӗр те».


«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и?


Хире-хирӗҫле юратулӑх тивӗҫӗсӗр пуҫне, никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр. Ҫынна юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать.


Ҫапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турӑ евӗр пулма тӑрӑшӑр,


Ҫак ҫӗнӗ тум ҫинчен юратулӑх пиҫиххине ҫыхӑр. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни – юратулӑх.


Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.


Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.


Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.


Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.


Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.


Эпир – Туррӑн. Турра пӗлекен пире итлет. Кам Туррӑн мар, ҫав пире итлемест. Чӑнлӑх Сывлӑшне аташтаракан сывлӑшран ҫапла майпа уйӑрса илетпӗр те.


Юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесен Турӑ вӑл юратулӑх.


Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.


Эпир Турӑ ачисене юратни ҫакӑнтан палӑрать: эпир Турра юрататпӑр, Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр.


Савнӑ тӑванӑм! Усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Ырӑ тӑвакан ҫын вӑл Турӑран, усал тӑвакан вара Турра пӗлмест.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan