8 Апла пулин те, эпӗ ҫырни – ҫӗнӗ пил-хушу. Ҫав сӑмахсен чӑнлӑхӗ Христосра тата сирӗнте палӑрчӗ, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх иртсе пырать, чӑн ҫутӑ ҫутата пуҫларӗ.
Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ».
Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать.
Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.
Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр.
Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.
Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.
Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.
Эсир те тахҫан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ. Халӗ вара, Хуҫамӑрпа пӗр пулса, ҫутӑлӑха тухрӑр. Эппин ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр.
Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ.
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.
Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.
Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ пире ҫав териех юратать пулсан, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.
Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.