Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:7 - Синодальный НЗ

7 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:7
22 Iomraidhean Croise  

«„Хӑвна ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ.


Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр.


Вара вӗсем Павела ареопаг пухӑвне илсе пынӑ. «Пире те каласа парсамччӗ, – тенӗ вӗсем, – эсӗ ӳкӗтлекен ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗнлерехскер?


Ҫапах та, савнӑ тӑвансем, эпир ҫак сӑмахсене каларӑмӑр пулин те, сирӗн лару-тӑру лайӑхрах тесшӗн. Эсир ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑнине пӗлетпӗр.


Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр.


Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.


Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.


Эй, савнӑ тӑвансем! Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑра айӑпламасть пулсан, эпир Турӑ умне хӑюллӑнах тӑма пултаратпӑр.


Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.


Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.


Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ пире ҫав териех юратать пулсан, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.


Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.


Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan