6 Хӑйне Турӑпа пӗрлӗхлӗ теекенӗн Иисус пурӑннӑ пек пурӑнмалла.
Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа Ман туртам хушшине тӑрӑр, Манран тӗслӗх илӗр, вара канлӗхӗре тупӑр.
Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм.
Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.
Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ.
Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр.
«Эпӗ Ӑна пӗлетӗп», – теекен, анчах хӑй Унӑн пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнман ҫын – суеҫӗ, унра Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук.
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.
Ӑна ӗненсе пурӑнакан ҫылӑха кӗмест. Ҫылӑха кӗрекен вара Ӑна пӗлмест.
Ӗнтӗ пирӗн ӑшӑмӑрсенчи юратулӑх чи паха шая ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та, эпир тӗнчере Вӑл пурӑннӑ пек пурӑннӑран, суд кунӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑпӑр.