Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:5 - Синодальный НЗ

5 Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:5
32 Iomraidhean Croise  

«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.


Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнӑҫласа тӑрать, ҫав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратӗ. Мана савакана юратса, Эпӗ ун патне хамах пырӑп».


Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.


Эпӗ – ҫырла авӑрӗ, эсир – туратсем. Эпӗ унра пулнӑ пекех, кам та кам Манра, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать; мӗншӗн тесен Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр.


Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп.


Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук.


Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.


Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.


Куратӑн ӗнтӗ, унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗпе килӗшсе тӑнӑ, ӗҫне кура унӑн ӗненӗвӗ чи паха шая ҫитнӗ.


Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.


Ӗнтӗ пирӗн ӑшӑмӑрсенчи юратулӑх чи паха шая ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та, эпир тӗнчере Вӑл пурӑннӑ пек пурӑннӑран, суд кунӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑпӑр.


Юратулӑхра хӑрани ҫук, тулли юратулӑх хӑранине пӗтерет, мӗншӗн тесен хӑрани вӑл – ҫитес айӑплав ҫинчен шухӑшлани. Хӑракан туллин юратма пултараймасть.


Эпир Турӑ ачисене юратни ҫакӑнтан палӑрать: эпир Турра юрататпӑр, Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


Юратни вӑл – Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пурӑнни. Хӑвӑр ӗненме пуҫласан илтнӗ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурӑнма хушать.


Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.


Ҫавӑнпа Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыракан, Иисуса ӗненекен сӑваплӑ ҫынсене тӳсӗмлӗх кирлӗ пулӗ».


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan