Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:27 - Синодальный НЗ

27 Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:27
28 Iomraidhean Croise  

Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.


Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.


Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ.


Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.


Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ.


Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».


Пророксен кӗнекинче „Турӑ вӗсене пурне те вӗрентӗ“ тесе ҫырнӑ. Аттене итлесе вӗренекен кашни ҫын Ман патӑма ҫитет.


Анчах та эпир, Турӑ хамӑра мӗн панине пӗлес тесе, ҫак тӗнчен чунне мар, Турӑран килекен Сывлӑша илтӗмӗр.


Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр.


Пире те, сире те Христоспа пӗрлӗхлӗ туса ҫирӗплетекенӗ, суйласа илекенӗ вара – Турӑ.


Мӗншӗн тесен эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Ӑна ӗненсе чӑнлӑха пӗлнӗ (чӑнлӑх вара – Иисусра).


Ҫавӑнпа та, эсир Христос Иисус Хуҫамӑра ӗнентӗр пулсан, малалла та Унпа пӗрлӗхлӗн пурӑнӑр.


Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.


Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


ытти халӑхсем хушшине сармашкӑн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол пулма суйланӑ. Эпӗ суймастӑп, Христос умӗнче чӑннине калатӑп! Мана Турра пӗлмен халӑхсене чӑнлӑхпа ӗненӳ ҫинчен каласа вӗрентме суйланӑ.


Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.


Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр.


Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.


Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan