Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:25 - Синодальный НЗ

25 Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:25
25 Iomraidhean Croise  

вӑл кунти пурӑнӑҫрах чылай ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».


Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ. Вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ.


Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп».


Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».


Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.


Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Юлашки кун ҫитсен, Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп.


«Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра.


яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;


Ҫылӑх, вилӗм кӳрсе, хуҫаланнӑ. Ҫавнашкалах ырӑлӑх та, тӳрӗлӗх кӳрсе, хуҫаланӗ, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.


Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.


Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.


Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.


Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш.


Ҫапла тусан вӗсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн мул пухӗҫ. Ҫав мул вара – пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ.


Мӗншӗн тесен чӗрӗлӗх паракан килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, курни-илтнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эпир сире Атте Турӑри ҫав ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх хамӑр патӑра килни ҫинчен хыпарлатпӑр.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


Хӑвӑра Турӑ юратнине астуса пурӑнӑр, ырӑлӑхлӑ Иисус Христос Хуҫамӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парасса кӗтӗр.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan