Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:24 - Синодальный НЗ

24 Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:24
27 Iomraidhean Croise  

Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ.


«Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ».


Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.


Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.


Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп.


«Кам вара Эсӗ?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Унран. «Кам пулнине Эпӗ сире темиҫе те каларӑм, – хуравланӑ Иисус. – Эпӗ – пуҫламӑшӗнченех Пурри.


Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пуҫӑнсанах, Македонирен кайнӑ хыҫҫӑн мана сирӗнсӗр пуҫне пӗр чиркӳ те пулӑшу памарӗ, йышӑнмарӗ. Ҫакна эсир, филиппӑсем, хӑвӑрах аван пӗлетӗр.


Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.


Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла.


Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр.


Сирӗн пирӗнпе хутшӑнса пурӑнмашкӑн май пултӑрччӗ тесе сире хамӑр курни-илтни ҫинчен хыпарлатпӑр. Эпир вара Атте Турӑпа тата Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа хутшӑнатпӑр.


Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.


Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ.


Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.


Хамӑр Унра пулнине, Вӑл та пирӗнте пулнине Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр.


Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнакан ҫынра Турӑ пулать, ҫынни те Турӑра пулать.


Турӑ пире епле юратнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫав юратулӑха ӗнентӗмӗр. Турӑ вӑл юратулӑх, ҫавӑнпа та юратуллӑ пурӑнакан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать.


Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.


Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.


Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм.


Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр.


Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan