21 Эпӗ сирӗн патӑра эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмастӑп. Эсир чӑнлӑха та, чӑнлӑх суя ҫуратманнине те пӗлетӗр.
«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, калаҫнинчен ытларах итлеме тӑрӑшӑр, ҫилленме ан васкӑр.
Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп.
Турӑ умӗнче чӗремӗрсене лӑплантарса, хамӑр чӑнлӑх енче пулнине акӑ мӗнрен пӗлӗпӗр.
Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ.