17 Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.
Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ.
Мӗншӗн тесен кам Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫав Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».
Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».
Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ».
Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ.
Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Ҫак тӗнчери пурӑнӑҫпа пурӑнакансем тӗнчере пурӑнман пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче сӑнарӗ иртсе каять.
Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать.
Сире сӑваплатакан Турӑ ирӗкӗ сире аскӑнлӑхран пӑрӑнма хушать.
Пуриншӗн те тав тӑвӑр, сире, Христоса ӗненекенсене, Турӑ ҫапла хушать.
Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр.
Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна.
Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать.
Ҫав шухӑш-кӑмӑлпа ҫирӗпленсе вара ҫӗр ҫинчи юлнӑ кун-ҫула ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайса мар, Турӑ ирӗкне пӑхӑнса пурӑнасчӗ тейӗр.