Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:15 - Синодальный НЗ

15 Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр. Тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:15
15 Iomraidhean Croise  

Унтан шуйттан Иисуса питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та Ӑна тӗнчери мӗн пур патшалӑхсене, вӗсен чапне-илемне кӑтартнӑ.


Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».


Нимӗнле тарҫӑ та харӑсах икӗ хуҫана юраймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».


Эсир ҫак тӗнче ҫыннисем пулнӑ пулсан, хӑйӗн ҫыннисене тӗнче юратӗччӗ. Эпӗ сире тӗнчерен суйласа илсе уйӑрнӑ пирки эсир ҫак тӗнче ҫыннисем мар. Ҫавӑнпа та тӗнче сире кураймасть.


Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.


Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.


Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.


Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.


Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.


Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.


Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?


Суя пророксем – тӗнченӗн, вӗсем тӗнче ӑнланмалла калаҫаҫҫӗ те – тӗнче вӗсене итлет.


Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan