14 Эй, ашшӗсем! Эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. Эй, ҫамрӑксем! Эсир ӗненӳре ҫирӗп пулнӑран, сирӗнте Турӑ сӑмахӗ пулнӑран, эсир шуйттана ҫӗнтерме пултарнӑран сирӗн патӑра ҫыртӑм.
Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.
Сирӗн чӗрӗрте Унӑн сӑмахӗ валли вырӑн тупӑнмарӗ, мӗншӗн тесен Вӑл Янӑскере ӗненместӗр.
Вара Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир Ман сӑмахӑмран иртмесен Манӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗмсем пулӑр.
Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.
Тӑванӑмсем! Тата эпӗ ҫакна каласшӑн: Хуҫа Турӑпа, Унӑн вӑй-хӑвачӗпе тӗрекленӗр.
Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп.
Хӑйӗн хӑватлӑ мухтавӗпе Вӑл сире, тӗрлӗ вӑй-халпа ҫирӗплетсе, пурне те тӳссе ирттермешкӗн чӑтӑмлӑх патӑрччӗ.
Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.
Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисусри ырӑлӑхпа тӗреклен.
– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр.
Енчен те эпир хамӑра ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсан – эппин Турра суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр, Унӑн сӑмахӗ пирӗн чӗрене витермен пулать.
Эй, ашшӗсем! Эсир чӑн малтан Пуррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ҫамрӑксем! Эсир шуйттана ҫӗнтернӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ар ҫулне ҫитменнисем! Эсир Атте Турра пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм.
Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.
Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм.
Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».