11 Ӗненекен тӑванне курайман ҫын вара тӗттӗмлӗх ӑшӗнче, тӗттӗмре ҫӳрет. Куҫӗ тӗттӗмпе суккӑрланнӑран вӑл хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать.
Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ.
Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.
Камӑн ҫак пахалӑхсем ҫук, вӑл нимӗн те курмасть, суккӑр; вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарнине те астумасть.
Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр.
Ӗненекен тӑванне юратакан ҫутӑлӑхра ҫӳрет, унра ҫылӑха кӗресси ҫук.
Кам хӑйне ҫутӑлӑхра ҫӳретӗп тет, анчах ӗненекен тӑванне юратмасть, ҫав тӗттӗмлӗхрен тухман-ха.
Тӑванне кураймасӑр пурӑнакан вӑл – ҫын вӗлерекен. Кирек епле ҫын вӗлерекен те хӑй ӑшӗнчи ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пӗтерет.
Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?
„Ҫитменни ман нимӗн те ҫук, эпӗ пуйрӑм, эпӗ пуян,“ – тетӗн эсӗ. Ху вара телейсӗр те мӗскӗн, кӗлмӗҫ, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас пулнине те пӗлместӗн.