Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 2:1 - Синодальный НЗ

1 Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 2:1
47 Iomraidhean Croise  

Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.


Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп.


Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.


Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.


«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.


«Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.


Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эсӗ сывалтӑн. Асту, тата япӑхраххи ан пултӑр тесен, ҫылӑха урӑх ан кӗр».


Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп.


Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».


«Никам та айӑпламарӗ, Хуҫамӑр!» – тавӑрнӑ хӗрарӑм. «Эпӗ те сана айӑпламастӑп. Каях, текех ҫылӑха ан кӗр», – тенӗ Иисус.


Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!


Ӗлӗкрех эпир Турӑпа хирӗҫсе пурӑннӑ. Пирӗнпе килӗштерес тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панӑ. Халӗ вара, килӗшӳлӗх тупнӑ хыҫҫӑн, Вӑл пире Хӑйӗн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе ҫӑлса хӑваратех.


Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар.


Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.


Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.


Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп.


Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ.


Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр.


Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре, этемпе Турӑ хушшинче Тӑраканни те – Иисус Христос ҫын – пӗрре.


Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитсе курасса шанса ҫыратӑп.


Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.


Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.


Чӗлхепех эпир Атте Турра мухтатпӑр, ҫав чӗлхепех эпир ҫынсене ылханатпӑр. Ҫынна вара Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ вӗт-ха.


Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче нимӗнле ултав та пулман.


Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,


Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.


Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илмешкӗн килнине, Унра ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.


Эй, ачамсем! Сире никам та илӗртсе ан улталатӑр. Кам тӳрӗлӗхлӗ ӗҫ тӑвать, ҫав Унашкалах тӳрӗлӗхлӗ.


Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.


Кирек епле усал ӗҫ те ҫылӑх, анчах та вилӗм кӳмен ҫылӑх та пур.


Эй, ачамсем! Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрханса пурӑнӑр. Аминь.


Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan