Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 1:8 - Синодальный НЗ

8 Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 1:8
33 Iomraidhean Croise  

Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.


Ҫырнинче каланӑ пек: «Тӳрӗ пурӑнакан пӗри те ҫук.


пурте ҫылӑха кӗнӗ, Турӑ мухтавне пӗри те тивӗҫлӗ мар.


Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр.


Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать.


Усӑсӑр тавлашусем пӑсӑк ӑслӑ ҫынсем хушшинче сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем, чӑнлӑха ҫухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унашкаллисемпе ан ҫыхлан.


Усал ҫынсемпе ултавҫӑсем вара, улталаса та улталанса, тата усалтарах ӗҫсем тӑвӗҫ.


Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, вӗсем хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ кӑна. Эсир вара ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем пулӑр.


Сирӗнтен кам та кам Турра хисеплетӗп тет, анчах чӗлхине чармасӑр хӑйне хӑй улталать, вӑл Турра хисепленҫи кӑна тӑвать.


Мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑха нумай кӗретпӗр. Кам сӑмахпа ҫылӑха кӗмест, ҫав аталанса ҫитнӗ пулать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткине чарма-пӑхӑнтарма пултарать.


Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ.


Енчен те эпир хамӑра ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсан – эппин Турра суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр, Унӑн сӑмахӗ пирӗн чӗрене витермен пулать.


Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр.


«Эпӗ Ӑна пӗлетӗп», – теекен, анчах хӑй Унӑн пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнман ҫын – суеҫӗ, унра Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук.


Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?


Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.


Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan