Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 1:4 - Синодальный НЗ

4 Ҫак сӑмахсене сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑрччӗ тесе ҫырса яратпӑр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 1:4
10 Iomraidhean Croise  

Ҫакна Эпӗ савӑнӑҫӑм сирӗн савӑнӑҫӑр пултӑр тесе, ҫав савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм.


Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ».


Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ.


Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар – сире савӑнтармалӑх сирӗнпе пӗрле тӑрӑшасшӑн. Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп.


чунӑрсене Туррӑн туллилӗхӗпе пӗтӗмпех тултармашкӑн Христосӑн ӑсласа илейми юратулӑхне ӑнланмалла пултӑрччӗ тетӗп.


Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.


Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та хут ҫине чернилпа ҫырнипех ҫырлахассӑм килмест. Сирӗн патӑра хам пырса ҫитессе, савӑнмалӑх куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan