1 Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр.
Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ.
Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук».
Сире ҫакна хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ ҫын ҫирӗплетсе пӗлтерет, вӑл ҫирӗплетсе калани чӑн. Сире ӗнентересшӗн хӑй чӑн каланине вӑл пӗлет.
Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»
Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ».
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.
Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр».
эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.
Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.
Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр.
– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».
«Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан».
Вӑл юнпа хӗрелнӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ. Унӑн ячӗ – Турӑ Сӑмахӗ.
«Смирна чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнӗскер, акӑ, Чӗрӗскер, ҫапла калать, те: