Тимофей патне 2-мӗш 4 - Синодальный НЗ4-мӗш сыпӑк 1 Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп: 2 Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле. 3 Вӑхӑт ҫитсессӗн ҫынсем чӑн вӗрентнине итлес темӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтермешкӗн вӗсем йӑпӑлтатакан, хитре калаҫакан вӗрентекенсене суйлӗҫ. 4 Юмах юптарнине юратса, тӗрӗс сӑмахран пӑрӑнӗҫ. 5 Эсӗ вара пур тӗлӗшӗнчен те тимлӗ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпар сар, хӑвӑн тивӗҫе пурнӑҫла. 6 Ӗнтӗ манӑн ку тӗнчерен каяс вӑхӑтсем ҫитрӗҫ, пурӑнӑҫӑма Турра кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫине хучӗҫ. 7 Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. 8 Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ. Уйрӑм хушусем 9 Эсӗ ман пата хӑвӑртрах ҫитме тӑрӑш, 10 мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ. 11 Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил. 12 Тихика эпӗ Ефеса ятӑм. 13 Эпӗ Троадӑра Карп патӗнче ҫиелти тумтирӗме хӑварнӑччӗ, килнӗ чухне ҫавна илсе кил. Тата унтан манӑн кӗнекесене, уйрӑмах тир ҫине ҫырнисене, илсе кил. 14 Пӑхӑр ӑсти Александр мана нумай усал турӗ. Хуҫа Турӑ ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса патӑрах! 15 Эсӗ те унран асӑрхан, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн вӗрентӗве питӗ хирӗҫчӗ. 16 Эпӗ судра малтанхи хут хӳтӗленсе калаҫнӑ чухне мана хавхалантарма никам та пымарӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Ҫавӑ вӗсен ҫылӑхӗ шутне ан кӗтӗрччӗ! 17 Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм. 18 Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь. Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем 19 Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала. 20 Ераст Коринфрах юлчӗ, чирлӗ Трофима вара эпӗ Милитра хӑвартӑм. 21 Хӗл лариччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, ытти ӗненекен тӑвансем те салам яраҫҫӗ. 22 Иисус Христос Хуҫамӑр санӑн чун-чӗмӳпе пӗрле пултӑр! Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia