Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Тимофей патне 2-мӗш 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Юлашки вӑхӑтсенче

1 Ҫакна пӗлсе тӑр: юлашки кунсенче йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ.

2 Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ.

3 Ун чухне ҫынсем каҫарма пӗлми, элекҫӗ, хӑйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулӗҫ.

4 Вӗсем сутӑнчӑк, сӗмсӗр, каппайчӑк пулӗҫ; Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ.

5 Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан.

6 Унашкаллисем ют кил-йыша йӑпшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ те ҫӑмӑлттай хӗрарӑмсен ӑс-хакӑлне тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмӗсем те тӑрлавсӑр кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.

7 Вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӗрентӳсем хыҫҫӑн хӑваласа чӑнлӑх мӗнне пӗлеймесӗрех юлаҫҫӗ.

8 Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирӗҫленӗ, ҫав суя вӗрентӳҫӗсем те ҫаплах чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӑсӑк ӑслӑ, чӑн ӗненӳ мӗнне те пӗлмеҫҫӗ.

9 Анчах та вӗсем инҫех каяймӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑссӑрлӑхӗ, лешсенни пекех, пӗтӗм халӑх умӗнче палӑрӗ.


Тимофея юлашкинчен вӗрентсе калани

10-11 Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ.

12 Тепӗр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ пулса пурӑнас текенсене пурне те хӗсӗрлӗҫ.

13 Усал ҫынсемпе ултавҫӑсем вара, улталаса та улталанса, тата усалтарах ӗҫсем тӑвӗҫ.

14 Эсӗ хӑвна мӗне вӗрентнине, мӗн шанса панине ҫирӗп тытса пыр. Хӑвӑн вӗрентекенӳсене вара эсӗ аван пӗлетӗн.

15 Ҫитменнине, эсӗ ачаранах Таса Ҫырнине пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫырнинче мӗн калани сана Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупмашкӑн ӑслӑлӑх парать.

16-17 Турӑ чурине чунпа аталанса ҫитмешкӗн, ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулмашкӑн Ҫырни пур. Ӑна Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе ҫырнӑ. Ҫырни вӗрентме те, питлеме те, тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма та, тӳрӗ пурӑнмашкӑн ӳкӗтлеме те усӑллӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan