Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Тимофей патне 2-мӗш 2 - Синодальный НЗ


2-мӗш сыпӑк Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ

1 Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисусри ырӑлӑхпа тӗреклен.

2 Эпӗ сана нумай ҫын умӗнче вӗрентсе каланӑччӗ. Эсӗ ҫавна шанчӑклӑ, ыттисене ӳкӗтлеме пултаракан ҫынсене вӗрент.

3 Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс.

4 Нимӗнле ҫар ҫынни те пурӑнӑҫри вак-тӗвек ӗҫсемпе аппаланмасть. Ун пек вӑл пуҫлӑхне юраймӗ.

5 Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та, йӗркене пӑсса ӑмӑртсан, ҫӗнтерӳҫӗ пуҫ кӑшӑлне нихӑҫан та тивӗҫ пулаймӗ.

6 Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ.

7 Эпӗ мӗн калани пирки тӗплӗн шухӑшла. Хуҫамӑр сана йӑлтах ӑнланмалла тутӑрах.

8 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Хуҫамӑра, Давид йӑхӗнчен тухнӑскере, яланах асра тыт. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар – Ун ҫинчен.

9 Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.

10 Ҫавӑнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса ҫӑлӑнӑҫ тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, эпӗ вӗсемшӗн тем тӳсме те хатӗр.

11 Ҫак сӑмахсем чӑн: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрлех чӗрӗлӗхлӗ пулӑпӑр.

12 Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ.

13 Эпир шанчӑклӑ пулмасан та, Вӑл яланах шанчӑклӑ, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунма пултараймасть.


Ырӑ ята тивӗҫнӗ ӗҫчен

14 Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ.

15 Турӑ умӗнче ырӑ ята тивӗҫмешкӗн тӑрӑш; пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫчен пек, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрент.

16 Юрӑхсӑр, пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен пуш сӑмах вӗҫтерекенсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете Турра хисеплеми пулсах пырӗҫ.

17 Вӗсен сӑмахӗ рак чирӗ пек сарӑлӗ. Именейпе Филит та ҫавнашкалах

18 чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ.

19 Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».

20 Пысӑк кил-ҫуртра вара ылтӑн-кӗмӗл савӑт кӑна мар, йывӑҫпа тӑм савӑт та пур. Пӗрисемпе чаплӑ лару-тӑрура усӑ кураҫҫӗ, теприсемпе – кулленхи пурӑнӑҫра.

21 Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр.

22 Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.

23 Ӑссӑр та айван тавлашусене ан хутшӑн: вӗсем хирӗҫӳ кӑларнине эсӗ хӑвах пӗлетӗн.

24 Хуҫа Турӑ чурин хирӗҫмелле мар, пуринпе те сӑпайлӑ пулмалла, ӳкӗтлеме пӗлмелле, ҫилӗ тытмалла мар.

25-26 Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan