Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Тимофей патне 1-мӗш 5 - Синодальный НЗ


5-мӗш сыпӑк Ӗненекенсем умӗнче хӑвна мӗнле тыткаламалла

1 Ватӑ ҫынна ӳпкелешмесӗр, аҫу вырӑнне хурса, ҫамрӑксене шӑллу вырӑнне хурса ӳкӗтле.

2 Карчӑксене аннӳ вырӑнне хурса, ҫамрӑк хӗрарӑмсене йӑмӑку вырӑнне хурса таса чунлӑн ӳкӗтле.

3 Хӑр тӑлӑх тӑрса юлнӑ арӑмсене хисеплесе пулӑш.

4 Енчен те тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсассӑн, вӗсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вӗренччӗр. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне ырӑпа тавӑрччӑр. Ҫапла туни Турра юрӑхлӑ.

5 Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать.

6 Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать.

7 Ҫаксене йӑлтах эсӗ вӗсене каласа ӑнлантар. Вара вӗсем тасан пурӑнӗҫ.

8 Кам тӑванӗсемшӗн, уйрӑммӑнах кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, ҫав ӗненӳрен пӑрӑннӑ, унашкалли ӗненмен ҫынран та япӑхрах.

9 Утмӑл ҫула ҫитнисене, пӗрре кӑна качча кайнисене чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне кӗрт.

10 Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.

11 Ҫамрӑккисене вара чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне ан кӗрт. Мӗншӗн тесен Христоса чунтан парӑнас вырӑнне вӗсем ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, качча тухас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ.

12 Вӗсем ӗненӗве чунтан парӑнмашкӑн маларах панӑ сӑмахне тытмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та айӑпа тивӗҫлӗ.

13 Тата вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса килрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.

14 Ҫапла вара, ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене манӑн качча кайма, ача-пӑча ҫуратма, кил-ҫурта пӑхса тӑма хушас килет. Ҫапла тусан вӗсем хамӑр тӑшмансене усал сӑмах сарма сӑлтав памӗччӗҫ.

15 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, ӗненме пӑрахса, шуйттан хыҫҫӑн кайрӗ те ӗнтӗ.

16 Ӗненекенсен кил-йышӗнче тӑлӑх арӑм пур пулсан, чиркӗве йывӑр ан пултӑр тесе, тӑлӑха хӑйсемех пулӑшчӑр. Вара чиркӳ хӑр тӑлӑх арӑмсене пулӑшма вӑй ҫитерӗ.

17 Чиркӗве ертсе пыракан пресвитерсене, уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкӗтлекеннисене, вӗрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле.

18 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла» тата «Ӗҫлекен ҫын тӳлев илме тивӗҫлӗ» (Саккуна астутарни 25:4; Лука 10:7).

19 Иккӗн е виҫҫӗн айӑп кӑтартмасӑр пресвитера айӑпланине ан йышӑн.

20 Ҫылӑха кӗрекенсене, ыттисем хӑраччӑр тесе, пӗтӗм халӑх умӗнче питле.

21 Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.

22 Алӑ хумалли йӑлана та васкаса ан ту, пӗлнӗ-пӗлмен ҫынна чиркӳре ӗҫлекен туса, унӑн ҫылӑхӗсене ан хутшӑн. Чун тасалӑхне упра.

23 Шыв ӗҫсе кӑна ан пурӑн, малашне кӑштах хӗрлӗ эрех те ӗҫкеле. Вара вар-хырӑмна усӑ пулӗ, тӑтӑшах чирлемӗн.

24 Хӑш-пӗр ҫынсем ҫылӑха кӗни уҫҫӑнах палӑрать, вӗсем айӑпланасси те халех курӑнать. Теприсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа тин паллӑ пулаҫҫӗ.

25 Ырӑ ӗҫсем те ҫавнашкалах палӑраҫҫӗ; енчен те вӗсем ырӑ мар пулсан, пытарӑнса юлаймӗҫ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan