Петрӑн 2-мӗш 3 - Синодальный НЗ3-мӗш сыпӑк Христос тепре килесси 1 Савнӑ тӑвансем! Ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп. Шухӑшӑрсем таса пулччӑр тесе хамӑн ҫырусенче эпӗ сире ҫакӑн пирки аса илтерсех тӑратӑп: 2 сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр. 3 Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ. 4 «Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем. 5 Ҫапла шухӑшлакансем Турӑ сӑмахӗ чӑн малтан тӳпене те, ҫӗре те шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6 пӗтессе те ун чухнехи тӗнче шыва путса пӗтнӗ. 7 Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ. 8 Эй, савнӑ тӑвансем! Ҫакна ҫеҫ нихӑҫан та ан манӑр: Хуҫа Турӑшӑн пӗр кун та пин ҫул пек, пин ҫул та пӗр кун пек анчах. 9 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет. 10 Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ. 11 Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр. 12 Туррӑн кунӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗр. Ҫав кун вут хыпса илнӗ тӳпе арканӗ, ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пайрӑмӗсем ирӗлсе кайӗҫ. 13 Анчах та Турӑ шантарнӑ тӑрӑх эпир ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтетпӗр, унта тӳрӗлӗх пулӗ. 14 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтсе, Турӑ умне ирсӗрленмесӗр те ҫитменлӗхсӗр, ҫураҫуллӑн тӑрасчӗ тесе тӑрӑшӑр. 15 Тата ҫакна астӑвӑр: Хуҫамӑр хӗрхенсе чӑтни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. Турӑ панӑ ӑс-хакӑлпа ун пирки сирӗн патӑра савнӑ Павел тӑванӑмӑр ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. 16 Ытти мӗн пур ҫырӑвӗсенче те вӑл ҫавӑн ҫинченех калать. Унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та пӗли-пӗлми калаҫакан, ҫирӗп ӗненмен ҫынсем Павел ҫырӑвӗсене, Ҫырнинчи ытти вырӑнсем пекех, пӑсса ӑнлантараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен пӗтмелле пулӗ. 17 Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫаксем ҫинчен сире малтанах систернӗ. Эппин, йӗркесӗр ҫынсен суйи хыҫҫӑн каясран, хӑвӑра вӗрентнинчен пӑрӑнасран асӑрханӑр. 18 Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia