Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Петрӑн 2-мӗш 2 - Синодальный НЗ


2-мӗш сыпӑк Суя пророксемпе суя вӗрентӳҫӗсем

1 Турӑ халӑхӗ хушшинче суя пророксем авалах пулнӑ. Сирӗн хушшӑрта та ҫавнашкалах суя вӗрентӳҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем ҫынна пӗтерекен пӑсӑк вӗрентӳсем сарӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Хуҫа Турӑран пӑрӑнса, хӑйсен пӗтеслӗхне хӑйсемех час тупӗҫ.

2 Нумайӑшӗ вӗсем астарнӑ хыҫҫӑн кайӗҫ, вӗсене пула чӑнлӑх ҫулне хурлӗҫ.

3 Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар.

4 Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ.

5 Турра хисеплеменнисен авалхи тӗнчине те Вӑл хӗрхенмен, шыв илтернӗ. Турӑ ун чухне сакӑр чуна кӑна – тӳрӗлӗх ӳкӗтлевҫи Нойпа унӑн кил-йышне кӑна – упраса хӑварнӑ.

6 Турра хисеп туманнисемшӗн ӳлӗмрен тӗслӗх пултӑр тесе, Вӑл Содомпа Гоморра хулисене тӗп тумашкӑн айӑпланӑ, ҫунтарса янӑ.

7 Анчах та Вӑл тӳрӗлӗхлӗ Лота, виҫесӗр аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса йӑлӑхнӑскере, хӑтарнӑ.

8 (Мӗншӗн тесен вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене курса-илтсе пурӑннӑран ҫак тӳрӗ ҫыннӑн таса чунӗ куллен асапланнӑ.)

9 Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.

10 Ӳт-пӳ хистенин пӑсӑклӑхӗ хыҫҫӑн каякансемпе, тӳпери влаҫсене ним вырӑнне те хуманнисемпе мӗн тумаллине вара Турӑ тата лайӑхрах пӗлет. Ҫавнашкаллисем чӑрсӑрланма, кутӑнлашма юратаҫҫӗ, ҫӳлти ангелсене хурлама та именмеҫҫӗ.

11 Ангелсем вара, ҫынсенчен темӗн чухлӗ вӑйлӑрах, хӑватлӑрах пулин те, вӗсем ҫинчен Хуҫа Турӑ умӗнче хурласа, айӑпласа калаҫмаҫҫӗ.

12 Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем – тытса вӗлерме кӑна ҫуралнӑ, ҫут ҫанталӑк хистенипе кӑна пурӑнакан ӑссӑр тискер кайӑк евӗрлӗ; вӗсен, пӑсӑкскерсен, пӗтмелле пулӗ.

13 Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ.

14 Вӗсен куҫӗсем те ясарлӑхпа, ҫылӑха кӗрес килнипе ҫунса тӑраҫҫӗ. Хавшак чунлисене ҫав ҫынсем илӗртсе улталаҫҫӗ. Вӗсем, ҫӑткӑн чунлӑскерсем, ылхан ачисем.

15 Вӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса, ҫӗтсе кайнӑ. Вӗсем Восор ывӑлӗн Валаамӑн йӗрӗпех пыраҫҫӗ. Валаама вара тӳрӗ мар ӗҫшӗн илес парне илӗртнӗ.

16 Анчах та ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак ами этем чӗлхипе калаҫа пуҫланӑ та пророкӑн ӑссӑрлӑхне чарнӑ.

17 Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем типӗ ҫӑл пек, ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт пек: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗм-тӗттӗм вырӑн хатӗр.

18 Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ.

19 Суя вӗрентӳҫӗсем вӗсене ирӗклӗх сӗнеҫҫӗ, хӑйсем вара – ирсӗрлӗх чурисем. Этем кама е мӗне пӑхӑнать, ҫавӑн чури пулать.

20 Иисус Христос Хуҫамӑра тата Ҫӑлаканӑмӑра пӗлнипе пӗрре ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлса тепре каллех ун ӑшне путакан, ирсӗрлӗхе пӑхӑнакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.

21 Чӑнлӑх ҫулне пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем каялла тавӑрӑнчӗҫ, хӑйсене шанса панӑ таса пил-хушусенчен пӑрӑнчӗҫ. Ҫапла хӑтланни чӑнлӑх ҫулне пачах пӗлменнинчен те начартарах.

22 «Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне тавӑрӑнать», «Ҫуса тасатнӑ сысна каллех пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» текен ваттисен сӑмахӗсем питӗ тӗрӗс иккен! Вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ те.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan