Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Петрӑн 1-мӗш 5 - Синодальный НЗ


5-мӗш сыпӑк Турӑ кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшасси

1 Эпӗ хам та чиркӳ пуҫлӑхӗ, Христос асапӗсене куҫӑн кураканӗ. Вӑл тепре килсессӗн Унӑн мухтавне тивӗҫес ҫын пулнӑ май, сирӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсене йӑлӑнсах калатӑп:

2 хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, сыхлама хушнӑран мар, чун хушнипе тата Турра юрӑхлӑ сыхлӑр. Пуяс тесе мар, ӗҫе тӗплӗн тӑвас тесе тӑрӑшӑр.

3 Хӑвӑра пӑхма шанса панисем вӗсем сирӗн мар – Туррӑн. Ҫавӑнпа вӗсемпе ан хуҫаланӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр.

4 Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.

5 Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.

6 Ӗнтӗ Туррӑн вӑй-хӑватлӑ алли умӗнче пуҫӑрсене тайӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн Вӑл сире ҫӳле ҫӗклӗ.

7 Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр.

8 Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.

9 Ҫирӗп ӗненӳпе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Ӗненекен тӑванӑрсем те пӗтӗм тӗнчипе ҫавнашкал асапах курнине асрах тытӑр.

10 Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.

11 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.


Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем

12 Ҫак кӗске ҫырӑва Силуан пулӑшнипе ҫыртӑм. Ман шухӑшпа, вӑл сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр. Ҫырасса эпӗ сире хавхалантарас тата шантарас тесе ҫыртӑм. Мӗн калани йӑлтах – Туррӑн чӑн-чӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен ҫирӗплетсе калани, ҫавна эсир тытса пырӑр.

13 Сире Вавилонри хӑвӑр пекех суйласа илнӗ ӗненекенсем тата ӗненӳри ывӑлӑм Марк салам яраҫҫӗ.

14 Пӗр-пӗрне тӑванла юратса чуптӑвӑр. Сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхлисене, пурне те канӑҫлӑх пултӑр. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan