Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Петрӑн 1-мӗш 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Арӑмӗсемпе упӑшкисем

1-2 Эй, арӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах упӑшкӑрсене итлӗр. Вара, арӑмӗсем хӑйсене епле тыткаланине, Турӑран хӑраса тата таса пурӑннине курса, Ырӑ Хыпара йышӑнман хӑшӗ-пӗрин упӑшкисем пӗр сӑмахсӑрах ӗненме пуҫлӗҫ.

3 Ҫӳҫ-пуҫа хитрелетсе явни, ылтӑн капӑрчӑксем ҫакни, япшар ҫи-пуҫ тӑхӑнни – тулаш илем кӑна. Сирӗн илемӗр вара ун пек мар,

4 ӑшри, чун-чӗрери пытарӑнчӑк, пӗтми илем пултӑр. Йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑл Турӑшӑн хаклӑ.

5 Шӑпах ҫакнашкал илемпе пурӑннӑ та Турра шанакан сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗкрех: вӗсем упӑшкисене итленӗ.

6 Сарра та Авраама пӑхӑннӑ, ӑна хуҫам тенӗ. Нимӗнрен хӑрамасӑр ырӑ туса пурӑнатӑр пулсан, эсир те Саррӑн хӗрӗсем пулатӑр.

7 Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ.


Тӳрӗлӗхшӗн хур курасси

8 Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр.

9 Усала хирӗҫ усалпа, сӑмахпа кӳрентернине хирӗҫ кӳрентерӳпе ан тавӑрӑр, тавӑрас вырӑнне пиллӗх сунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: Турӑ сире пиллӗхлӗ пулмашкӑн суйласа илнӗ.

10 Кам савӑнса пурӑнасшӑн, ырӑ кун-ҫул курасшӑн, ҫав чӗлхи-ҫӑварне усал, ултавлӑ сӑмахсенчен чартӑр.

11 Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ ӗҫ тутӑр; канӑҫлӑх шыраса канӑҫлӑх патне ӑнтӑлтӑр.

12 Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать, вӗсен кӗллине итлет. Усал тӑвакансенчен вара вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерес тесе Хуҫамӑр пӑрӑнать.

13 Эсир ырришӗн тӑрӑшатӑр пулсан, камах сире усал тӑвайӗ?

14 Енчен те тӗрӗслӗхшӗн хур куратӑр пулсан, эсир телейлӗ. Усал тӑвакансенчен ан шикленӗр, ан хӑрӑр.

15 Чун-чӗрӗрте Хуҫа Турра хисеплӗр. Эсир мӗне шанни ҫинчен кам та пулин ыйтсан вара йӑвашшӑн, чунтан хисеплесе хурав пама яланах хатӗр пулӑр.

16 Христоспа пӗрлӗхлӗ ырӑ пурӑннӑшӑн сире усал тӑвакансем теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Ҫав элекҫӗсене намӑса хӑвармашкӑн таса чунлӑ пулӑр.

17 Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулсассӑн, эппин, ырӑ ӗҫшӗн асапланни усал ӗҫшӗн асапланнинчен аванрах.

18 Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,

19 тамӑка анса, унти чунсене Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.

20 Ӗлӗк-авал, Ной вӑхӑтӗнче, карап тунӑ чухне, Турӑ ҫав чунсем пӑхӑнасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ пулин те, вӗсем пӑхӑнман. Вара карап ҫине нумаййӑн та мар, саккӑрӑн ларнӑ та шыв ҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ.

21 Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.

22 Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan