Петрӑн 1-мӗш 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Чӗрӗ чул тата сӑваплӑ халӑх 1 Ҫапла вара, тӗрлӗ ҫилӗрен, тӗрлӗ чеелӗхпе икӗпитлӗхрен, кӗвӗҫӳрен, ҫынна хурласран хӑтӑлӑр та, 2 ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр. 3 Ӗнтӗ эсир астивсе пӑхрӑр, Хуҫамӑр ыррине куртӑр. 4 Эсир Ун патне, чӗрӗ чул патне, ҫывхаратӑр. Ҫынсем ӑна пӑрахӑҫланӑ, анчах та Турӑшӑн вӑл паха пулнӑ, Турӑ ӑна суйласа илнӗ. 5 Эсир те чӗрӗ чул евӗрлӗ. Чун-чӗм ҫуртне купаланӑ чухне Турра хӑвӑрпа усӑ курма парӑр. Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ чун-чӗм парнисем кӳмешкӗн ҫав ҫуртра сирӗн сӑваплӑ священниксем пулмалла. 6 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, суйласа илнӗ, хаклӑ, никӗсри тӗп чула Эпӗ Сионра хуратӑп; Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ». 7 Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул. 8 Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ. 9 Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси. 10 Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ. Турӑ чурисем пек пурӑнӑр 11 Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп. 12 Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр. 13 Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене Хуҫа Турӑшӑн пӑхӑнӑр: патшана – патшалӑхра чи асли пулнишӗн, 14 вӑл лартнӑ пуҫлӑхсене – усал тӑвакансене айӑпласа, ырӑ тӑвакансене хисепе кӑларнишӗн. 15 Мӗншӗн тесен Турӑ ирӗкӗ ҫапла: пирӗн, ырӑ туса, пӗлмесӗр калаҫакан ӑссӑр ҫынсен ҫӑварне хупламалла. 16 Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр. 17 Пурне те сума сӑвӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр. Христос асапӗсен тӗслӗхӗ 18 Эй, тарҫӑсем! Хуҫӑрсене хӑраса сума сӑвӑр. Ырӑ та хӗрхенӳллӗ хуҫасене кӑна мар, хаяррисене те сума сӑвӑр. 19 Айӑпсӑрах хӗн-хур куракан хӑйӗн асапне Турӑ ҫинчен шухӑшласа тӳсӗмлӗн чӑтни Турра юрӑхлӑ. 20 Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ. 21 Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ. 22 Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче нимӗнле ултав та пулман. 23 Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ. 24 Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ. 25 Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia