Матфей 5 - Синодальный НЗ5-мӗш сыпӑк Ту ҫинче вӗрентни. Телейлӗх пил-хушӑвӗсем ( Лк. 6:20-23 ) 1 Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ. 2 Иисус вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ: 3 «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. 4 Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ. 5 Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, вӗсене ҫӗр тивӗ. 6 Тӳрӗлӗхе выҫӑхса ҫитнӗ пек, ӑш хыпса ҫитнӗ пек шыракансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ. 7 Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ. 8 Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ. 9 Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ. 10 Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. 11 Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ. 12 Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ». Тӗнче тӑварӗпе тӗнче ҫути ( Мк. 9:50 ; Лк. 14:34-35 ) 13 «Эсир – тӗнче тӑварӗ. Тӑвар хӑй хӑватне ҫухатсан, епле ӑна тӑварлӑ тӑвӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма кӑна кӑларса тӑкмалла. 14 Эсир – тӗнче ҫути. Ту ҫинче ларакан хула курӑнмасӑр юлмӗ. 15 Ҫутаткӑҫа та ҫутсан чӳлмекпе хупламаҫҫӗ; пӳртрисене пурне те ҫутӑ пултӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. 16 Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр». Христос тата саккун 17 «Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ. 18 Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ. 19 Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ. 20 Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр». Ҫилӗ ҫинчен 21 «„Ан вӗлер, ҫынна вӗлерекен суда тивӗҫлӗ“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ. 22 Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ. 23 Ҫапла вара, эсӗ Турра парне кӳмелли вырӑна пырсан, тӑвану сана кӳреннине аса илсен, 24 парнӳне унтах, парне вырӑнӗ умӗнчех, хурса хӑвар та тӑванупа кайса ҫураҫ. Вара тин тавӑрӑнса парнӳне кӳр. 25 Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. 26 Чӑн калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн». Мӑшӑра улталани тата уйӑрӑлни ҫинчен 27 «„Мӑшӑрна ан ултала“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 28 Эпӗ вара сире калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кашни ҫын хӑйӗн чунӗнче мӑшӑрне улталать. 29 Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. 30 Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. 31 „Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярать, ҫавӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ памалла“, – тенӗ тата авалах. 32 Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярать, ҫав ӑна мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑратать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать». Тупа тӑвасси ҫинчен ( Мф. 19:9 ; Мк. 10:11-12 ; Лк. 16:18 ) 33 «Тата эсир авалах каланӑ ҫак сӑмахсене те илтнӗ ӗнтӗ: „Тупа тунинчен ан ирт, Хуҫа Турӑ умӗнче тупа тунине пурнӑҫла“. 34 Эпӗ вара сире калатӑп: нимӗн ячӗпе те тупа ан ту. Пӗлӗтпе те тупа ан ту, вӑл Туррӑн престолӗ. 35 Ҫӗрпе те тупа ан ту, вӑл Турӑ ури айӗн кантармалӑхӗ. Иерусалимпа та тупа ан ту, вӑл аслӑ Патша хули. 36 Пуҫупа та тупа ан ту, эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчин тӗсне те улӑштарма пултараймастӑн. 37 Сирӗн мӗн калани те ҫакӑ ҫеҫ пултӑр: „ҫапла, ҫапла“; „ҫук, ҫук“. Ҫак сӑмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать». Усала усалпа ан тавӑр ( Лк. 6:29-30 ) 38 «„Куҫшӑн – куҫ, шӑлшӑн – шӑл“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 39 Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. 40 Кам санпа судлашса кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар. 41 Кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм уттарать, унпа пӗрле иккӗ кай. 42 Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес текенрен ан пӑрӑн». Тӑшманӑрсене юратӑр ( Лк. 6:27-28 , 32-36 ) 43 «„Хӑвна ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 44 Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр. 45 Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать. 46 Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им? 47 Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им? 48 Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia