Матфей 4 - Синодальный НЗ4-мӗш сыпӑк Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени ( Мк. 1:12-13 ; Лк. 4:1-13 ) 1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Сывлӑш Иисуса шуйттан илӗртӗвӗпе тӗрӗслеме пуш хире ертсе кайнӑ. 2 Унта Иисус хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ типӗ тытнӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3 Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш». 4 «Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпах пурӑнать». 5 Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса 6 ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт-ха: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». 7 Иисус ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тесе те ҫырнӑ вӗт». 8 Унтан шуйттан Иисуса питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та Ӑна тӗнчери мӗн пур патшалӑхсене, вӗсен чапне-илемне кӑтартнӑ. 9 «Эсӗ мана чӗркуҫленсе пуҫҫапсан ҫаксене йӑлтах Сана паратӑп», – тенӗ Ӑна шуйттан. 10 Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт». 11 Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ. Иисус Галилейӑра вӗрентме пуҫлани ( Мк. 1:14-15 ; Лк. 4:14-15 ) 12 Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ. 13 Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ. 14 Ҫак ӗҫ Исаия пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: 15 «Тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим ҫӗрӗ, чӑн Турра пӗлмен Галилея! 16 Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ». 17 Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл. Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем ( Мк. 1:16-20 ; Лк. 5:1-11 ) 18 Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ. 19 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп». 20 Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 21 Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ. 22 Вӗсем вара ҫав самантрах киммине хӑварнӑ та, ашшӗнчен уйӑрӑлса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус Галилейӑра вӗрентни тата сыватни ( Лк. 6:17-19 ) 23 Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. 24 Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. 25 Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia