Матфей 28 - Синодальный НЗ28-мӗш сыпӑк Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни ( Мк. 16:1-8 ; Лк. 24:1-12 ; Ин. 20:1-10 ) 1 Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ. 2 Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ. 3 Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ. 4 Хурал тӑракансем унран хӑранипе вилесле чӗтресе ӳкнӗ. 5 «Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп. 6 Вӑл кунта ҫук ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, Хӑй каланӑ пекех, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Хуҫамӑра хунӑ вырӑна кайса пӑхӑр та 7 Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ». 8 Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ. 9 Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ. 10 Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ. 11 Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче чухне хӑш-пӗр хуралҫӑсем хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. 12 Вара аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе калаҫса татӑлса, салтаксене нумай укҫа панӑ та 13 ҫапла сас-хура кӑларма хушнӑ: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ чухне, вӗренекенӗсем пынӑ та Унӑн ӳтне вӑрласа кайнӑ». 14 «Ҫак сас-хура Рим лартнӑ пуҫлӑх хӑлхине кӗрес пулсан, – тенӗ вӗсем, – эпир хамӑрах майлашӑпӑр, айӑпӗ сирӗн ҫинче пулмӗ». 15 Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек сас-хура сарса ҫӳренӗ. Ҫак суя сӑмах иудейсем хушшинче халичченех ҫӳрет. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вун пӗр апостола курӑнни ( Мк. 16:14-18 ; Лк. 24:36-49 ; Ин. 20:19-23 ; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8 ) 16 Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. 17 Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ. 18 Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ. 19 Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. 20 Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia