Матфей 23 - Синодальный НЗ23-мӗш сыпӑк Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни ( Мк. 12:38-40 ; Лк. 11:37-52 ; 20:45-47 ) 1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус пухӑннӑ халӑха тата вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2 «Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Моисей ларнӑ вырӑна йышӑннӑ. 3 Ҫавӑнпа вӗсем сире мӗн каланине итлӗр, хушнине пурнӑҫласа тӑрӑр. Анчах та вӗсем пек ан хӑтланӑр: вӗсем хӑйсем каланине хӑйсем те тумаҫҫӗ. 4 Вӗсем ҫынсен ӗнси ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, анчах та хӑйсем пӳрнине те хускатасшӑн мар. 5 Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ. 6 Вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7 халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ. 8 Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем. 9 Ҫӗр ҫинче никама та хисеплесе „атте“ тесе ан калӑр, мӗншӗн тесен унашкал хисеплӗ ята тивӗҫли – пӗртен-пӗр Ҫӳлти Аҫӑр. 10 Хӑвӑра „ӑс паракан“ тесе те ан калӑр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗртен-пӗр Ӑс Паракан – Христос. 11 Хӑвӑр хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр. 12 Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ. 13 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр. 14 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр тата ҫын умӗнче юриех чылайччен кӗлтӑватӑр. Ҫавӑншӑн сире тата йывӑртарах айӑплав пулӗ. 15 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр енне ҫавӑрасшӑн шывпа-ҫӗрпе нумай ҫул ҫӳретӗр. Ҫавӑрсан вара эсир ҫав ҫынна хӑвӑртан икӗ хут ытларах усала кӑларатӑр, унран тамӑк ачи туса хуратӑр. 16 Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир. 17 Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тӑвакан Турӑ Ҫурчӗ-и? 18 Тата ҫапла калатӑр: „Парне вырӑнӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, унта кӳнӗ парнепе тупа тӑвакан – айӑплӑ“. 19 Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и? 20 Ҫапла вара парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинчи парнесемпе те тупа тӑвать. 21 Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать. 22 Пӗлӗтпе тупа тӑвакан Туррӑн Престолӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать. 23 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. 24 Эй, суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑм туна кӗрсе каясран эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр. 25 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, вӗсен ӑшӗ вара ҫӑткӑнлӑхпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ. 26 Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат. 27 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир сӑрланӑ тупӑклӑхсем евӗрлӗ: тулашӗнчен вӗсем хитрен курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара вилнисен шӑмми-шакки, тӗрлӗ тасамарлӑх тулса ларнӑ. 28 Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара ултавлӑхпа, йӗркесӗрлӗхпе тулса ларнӑ. 29 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ӗлӗкхи пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, тӳрӗ пурӑннисен палӑкӗсене илемлететӗр. 30 „Эпир мӑн асаттесен саманинче пурӑннӑ пулсан вӗсем пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“, – тетӗр эсир. 31 Ҫапла майпа эсир хӑвӑр ҫинчен хӑвӑрах пророксене вӗлерекенсен ачисем, вӗсен ӗҫне тӑсакансем пулнине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗр. 32 Аслаҫӑрсем туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр ӗнтӗ. 33 Эй, ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра тамӑк вутне кӗме суд тӑвасран хӑтӑлса юлма пулать тетӗр-и? 34 Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр. 35 Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ. 36 Чӑн калатӑп сире: ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак ӑрӑва айӑплав пулӗ». Иисус Иерусалимшӑн кулянни ( Лк. 13:34-35 ) 37 «Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 38 Ӗнтӗ ҫуртӑр пушанса юлать. 39 Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia