Матфей 22 - Синодальный НЗ22-мӗш сыпӑк Туй ӗҫки-ҫики ҫинчен каланӑ ытарлӑх ( Лк. 14:15-24 ) 1 Иисус вӗсене татах ытарлӑн каласа вӗрентме пуҫланӑ: 2 «Ҫӳлти Патшалӑх хӑйӗн ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса паракан патша евӗрлӗ. 3 Вӑл хӑйӗн чурисене туя чӗнсе хунисене йыхрав тума янӑ, анчах лешсем пырасшӑн пулман. 4 Вара патша урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ӗҫкӗм-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене те пустартӑм, йӑлтах хатӗр, туя килме кӑмӑл тусамӑр“. 5 Чӗнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ – хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ. 6 Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ. 7 Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ. 8 Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ. 9 Ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, пурне те туя чӗнӗр“. 10 Вара чурисем ҫул-йӗрсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чӗнсе пынӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑна-вӗрле туллиех пулнӑ. 11 Патша, хӑнисене курма кӗрсен, унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна асӑрханӑ. 12 „Тусӑм, епле эсӗ туй тумтирӗсӗрех кунта килтӗн?“ – тенӗ ӑна патша. Лешӗ чӗнмен. 13 Вара патша тарҫисене ҫапла каланӑ: „Ҫакӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула, тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. 14 Мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“». Рим патшине тӳлемелли налук ( Мк. 12:13-17 ; Лк. 20:20-26 ) 15 Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Вӑл каланинче епле те пулин айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе канаш тунӑ. 16 Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн. 17 Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?» 18 Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр, икӗ питлӗскерсем? 19 Налук тӳлемелли укҫӑра Мана кӑтартӑр-ха». Лешсем Ун патне пӗр динарийлӗх укҫа илсе пынӑ. 20 Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» 21 «Патшанне», – тенӗ лешсем. Вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». 22 Ҫакна илтсен, тӗлӗннипе шалтах аптӑраса, вӗсем Ун патӗнчен тухса кайнӑ. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни ( Мк. 12:18-27 ; Лк. 20:27-40 ) 23 Ҫав кунах Иисус патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ. Вӗсем Унран ыйтнӑ: 24 «Вӗрентекен! Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пӑча юлмасан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 25 Пирӗн патра ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлчӗ. 26 Иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те, пурте – ҫиччӗмӗшӗ таранах – ҫапла вилсе пычӗҫ. 27 Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 28 Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ ӗнтӗ? Вӑл пуринпе те пурӑннӑ-ҫке-ха». 29 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр. 30 Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ. 31 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им? 32 „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». 33 Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Чи аслӑ пил-хушу ( Мк. 12:28-34 ; Лк. 10:25-28 ) 34 Иисус саддукейсен ҫӑварне хуплани ҫинчен илтсен фарисейсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ. 35 Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: 36 «Вӗрентекен, саккунри чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» 37 Иисус вара ӑна каланӑ: «„Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан юрат“. 38 Ҫакӑ – чи малтанхи тата чи аслӑ пил-хушу. 39 Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. 40 Моисей саккунӗпе пророксен сӑмахӗ пӗтӗмпех ҫак икӗ пил-хушу ҫинче никӗсленсе тӑрать». Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла? ( Мк. 12:35-37 ; Лк. 20:41-44 ) 41 Фарисейсем пухӑнса ҫитсен Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 42 «Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна. 43 Иисус вӗсене каланӑ: «Епле-ха эппин Давид, Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе, Ӑна Хуҫам тет? Давид ҫапла каланӑ вӗт-ха: 44 „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. 45 Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет пулсан, епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» 46 Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа вара Иисуса ыйтусем пама никам та хӑяйман. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia