Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Матфей 18 - Синодальный НЗ


18-мӗш сыпӑк Ачасем пек пулӑр
( Мк. 9:33-37 ; Лк. 9:46-48 )

1 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи кам пулӗ?»

2 Иисус пӗр пӗчӗк ачана кӑчӑк туртса чӗннӗ те ӑна вӗсен умне тӑратнӑ.

3 «Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.

4 Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ.

5 Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».


Илӗртӳсем ҫинчен
( Мк. 9:42-48 ; Лк. 17:1-2 )

6 «Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.

7 Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ.

8 Сана аллу е уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Алӑсӑр е урасӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни ал-ураллӑнах тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен саншӑн лайӑхрах.

9 Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах та ывӑтса яр: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен хӑрах куҫупа ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни саншӑн лайӑхрах».


Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Лк. 15:3-7 )

10 «Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.

11 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.

12 Епле шутлатӑр эсир? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пур тейӗпӗр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне ту хушшинче хӑварса, ҫухалнине шырама каймӗ-и?

13 Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ.

14 Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».


Ӗненекен тӑвану ҫылӑха кӗрсен
( Лк. 17:3 )

15 «Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать.

16 Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать.

17 Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.

18 Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ.

19 Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ.

20 Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пухӑннӑ ҫӗрте Эпӗ те вӗсемпе пулатӑп».


Пӗр-пӗрне каҫарасси ҫинчен

21 Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?»

22 «Ҫичӗ хутчен теместӗп, ҫичӗ хут ҫитмӗл таранах тетӗп, – тавӑрнӑ ӑна Иисус.

23 – Ҫакна Эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫак ытарлӑх евӗрлӗ. Пӗр патша чурисен парӑмне тӗрӗслеме шухӑш тытнӑ.

24 Хайхискер парӑм укҫи шутла пуҫласан, ун патне вунӑ пин талант парӑмлӑ пӗр ҫынна илсе пынӑ.

25 Парӑмне тӳлесе татма укҫи пулманран патша чурине хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те, мӗн пур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ.

26 Ҫакна пӗлсен ҫав чура ун умне ӳксе тархасланӑ: „Патшам! Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“.

27 Патша вара ҫав чурана хӗрхеннӗ те, ирӗке кӑларса, парӑмне каҫарнӑ.

28 Анчах та патша патӗнчен тухнӑ-тухманах ҫак чура юлташне тӗл пулнӑ. Юлташӗ ӑна нумаях та мар, ҫӗр динарийлӗх парӑмлӑ пулнӑ. Хайхи чура ӑна ҫулса илнӗ те: „Парӑмна тавӑрса пар!“ – тесе пӑва пуҫланӑ.

29 „Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“, – тесе тархасланӑ юлташӗ ун умне ӳксе.

30 Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ.

31 Ҫакна курса тӑнӑ ытти юлташӗсем хуйха ӳкнӗ. Вӗсем патша патне кайнӑ та пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ.

32 Патша вара хайхи чурана чӗнтерсе ҫапла каланӑ: „Эй, усал чура! Эсӗ мана тархасларӑн та, эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм.

33 Эп сана каҫарнӑ пекех санӑн та юлташна каҫармалла марччӗ-и вара?“

34 Ҫилли тулса ҫитнипе патша ҫав чурана асаплантаракансен аллине панӑ та пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех тертлентерме хушнӑ.

35 Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan