Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Матфей 17 - Синодальный НЗ


17-мӗш сыпӑк Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
( Мк. 9:2-13 ; Лк. 9:28-36 )

1 Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ.

2 Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.

3 Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпа Илия курӑннӑ.

4 Вара Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Пире кунта епле аван. Кӑмӑлу пулсан, эпир кунта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли».

5 Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.

6 Ҫакна илтсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑранипе ҫӗр ҫумне тӗшӗрӗлнӗ.

7 Иисус вӗренекенӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑрах, ан хӑрӑр».

8 Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.

9 Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».

10 «Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.

11 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе йӑлтах хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех.

12 Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ».

13 Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Иисус Шыва кӗртекен Иоанн пирки каланине ӑнланса илнӗ.


Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
( Мк. 9:14-29 ; Лк. 9:37-43 )

14 Иисуспа вӗренекенӗсем халӑх пухӑннӑ ҫӗре ҫитсессӗнех Ун патне пӗр ҫын ҫывхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленнӗ.

15 «Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын.

16 – Эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ».

17 «Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус.

18 Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ.

19 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем ушкӑнран уйӑрӑлса Иисус патне пынӑ та: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» – тесе ыйтнӑ.

20 Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.

21 Усал-тӗсел таврашне типӗ тытнипе тата кӗлтунипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать».


Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
( Мк. 9:30-32 ; Лк. 9:43-45 )

22 Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,

23 Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ.


Турӑ Ҫурчӗшӗн тӳлемелли налук ҫинчен

24 Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаумра чухне Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли налук пухакансем пырса каланӑ: «Сирӗн Вӗрентекен налук укҫи тӳлет-и?»

25 «Тӳлӗ-ха», – тенӗ Петр. Унтан, Петр пӳрте кӗрсен, сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Симон, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Ҫӗр ҫинчи патшасене хырҫӑ-налук камсен тӳлемелле? Хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансен е пӑхӑнтарнӑ ют халӑхсен?»

26 «Ют халӑхсен», – тенӗ Петр. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эппин хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансем ирӗклӗ, вӗсен тӳлемелле мар.

27 Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan