Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Матфей 15 - Синодальный НЗ


15-мӗш сыпӑк Ваттисен йӑли-йӗркине тытса пырасси ҫинчен
( Мк. 7:1-23 )

1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Иерусалимри саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пынӑ та ҫапла каланӑ:

2 «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»

3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир мӗншӗн тата хӑвӑр йӑла-йӗркӗре Турӑ хушнинчен мала хуратӑр?

4 „Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“ тесе Турӑ каланӑ-ҫке-ха.

5-6 Эсир вара: „Кам хӑй ашшӗне е амӑшне парассине Турра асӑнса парать, ҫав ашшӗ-амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар“, – тесе вӗрентетӗр. Ҫапла каласа эсир хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Турӑ пил-хушӑвне пӑрахӑҫлатӑр.

7 Эй, икӗ питлӗскерсем! Сирӗн ҫинчен Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван каланӑ:

8 „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑмалла ҫывхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра.

9 Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».

10 Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Итлӗр те ӑнланса илӗр:

11 Ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет».

12 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсен фарисейсем питӗ кӳренчӗҫ».

13 «Манӑн Ҫӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тӑран та кӑкланӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус.

14 – Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».

15 «Ху ытарлӑ каланине пире ӑнлантарса парсамччӗ», – тесе ыйтнӑ Унран Петр.

16 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Сирӗн те ӑс-тӑнӑр халичченех уҫӑлса ҫитеймерӗ-и?

17 Ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрсе тулашах тухнине халиччен те ӑнланмастӑр-и?

18 Ҫӑвартан тухаканни вара – чун-чӗререн тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ҫавӑ ирсӗрлетет.

19 Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ.

20 Ҫынна Турӑ умӗнче ҫавсем ирсӗрлетеҫҫӗ. Алӑ ҫумасӑр ҫини вара ҫынна ирсӗрлетмест».


Хананей хӗрарӑмӗн ӗненӗвӗ
( Мк. 7:24-30 )

21 Унтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ.

22 Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.

23 Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, вӑл пӗрмай пирӗн хыҫран кӑшкӑрашса пырать», – тенӗ.

24 «Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус.

25 Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ.

26 Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар».

27 «Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫам, – тенӗ хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».

28 Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.


Иисус чирлисене сыватни

29 Унтан кайсан Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, вара пӗр сӑрт ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.

30 Ун патне пит нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле уксах-чӑлахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑрсене тата ытти чирлисене йышлӑн илсе пынӑ, вӗсене Иисус умне вырттарнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.

31 Халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ. Пурте Израиль Туррине мухтанӑ.


Тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарни
( Мк. 8:1-10 )

32 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест».

33 «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем.

34 «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ Иисус. «Ҫичӗ ҫӑкӑрпа темиҫе пӗчӗк пулӑ», – тавӑрнӑ лешсем.

35 Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ.

36 Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ.

37 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка туллиех пухнӑ.

38 Хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, ҫиекенӗсем пурӗ тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.

39 Кайран Иисус, халӑхпа сывпуллашса, кимӗ ҫине ларнӑ та Магдала ҫӗрне ишсе кайнӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan