Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Матфей 12 - Синодальный НЗ


12-мӗш сыпӑк Христос тата шӑмат кун
( Мк. 2:23-28 ; Лк. 6:1-5 )

1 Нумаях та вӑхӑт иртмен, пӗр шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Вӗренекенӗсен ҫиесси килнӗ те вӗсем пучахсене тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫиме пуҫланӑ.

2 Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».

3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче, Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир?

4 Епле вӑл, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе, Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑрсене унӑн хӑйӗн те, унпа пӗрле пулнисен те ҫиме юраман вӗт-ха, вӗсене пӗртен-пӗр священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ.

5 Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсир саккунра вуламан-им?

6 Анчах та калатӑп сире: халӗ ҫакӑнта Турӑ ҫуртӗнчен те Аслӑраххи пур.

7 Ҫырнинче: „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенине ӑнланса илнӗ пулсан эсир ҫак айӑпсӑр ҫынсене айӑпламӑттӑр,

8 мӗншӗн тесен Эпӗ, Этем Ывӑлӗ, – шӑмат кун хуҫи те».


Иисус алли типнӗ ҫынна сыватать
( Мк. 3:1-6 ; Лк. 6:6-11 )

9 Ҫавӑнтан кайсан Иисус унти пӗр синагогӑна кӗнӗ.

10 Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.

11 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑмат кун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ?

12 Этем сурӑхран мӗн чухлӗ пахарах! Ҫапла вара, шӑмат кун ырӑ ӗҫ тума юрать».

13 «Аллуна тӑс-ха», – тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.

14 Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.


Суйласа илнӗ Ачам

15 Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ.

16 Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.

17 Вӑл ҫапла Исаия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе тунӑ:

18 «Акӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам. Эпӗ Ун ҫине Хам Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл мӗн пур халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ.

19 Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.

20 Тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ.

21 Вӑл пур халӑхшӑн та шанчӑк пулса тӑрӗ».


Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
( Мк. 3:20-30 ; Лк. 11:14-23 ; 12:10 )

22 Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ.

23 Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем.

24 Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».

25 Иисус, фарисейсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать; кирек мӗнле хула та, кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать.

26 Ҫавнашкалах, шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, эппин вӑл хӑйпе хӑй хирӗҫет. Апла пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр?

27 Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ.

28 Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать.

29 Е тата, вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ.

30 Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет.

31 Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ.

32 Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».


Йывӑҫпа ҫимӗҫӗ ҫинчен
( Лк. 6:43-45 )

33 «Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ.

34 Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать.

35 Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать.

36 Ҫавӑнпа та калатӑп сире: асӑрханмасӑр каланӑ кашни сӑмахшӑн суд кунӗнче ҫынсен явап тытмалла пулӗ.

37 Мӗншӗн тесен каланӑ сӑмахна кура Турӑ сана е тӳрре кӑларӗ, е айӑплӗ».


Хӑват кӑтартма ыйтни
( Мк. 8:11-12 ; Лк. 11:29-32 )

38 Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Иисуса: «Вӗрентекен! Эпир Эсӗ хӑват кӑтартма пултарнине курасшӑн», – тенӗ.

39 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ.

40 Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ.

41 Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур.

42 Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑр енчи ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур».


Усал сывлӑш тавӑрӑнасси ҫинчен
( Лк. 11:24-36 )

43 «Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет, анчах тупаймасть.

44 Вара вӑл ҫапла шухӑшлать: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“. Тавӑрӑнсассӑн пушӑ, тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать.

45 Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ».


Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
( Мк. 3:31-35 ; Лк. 8:19-21 )

46 Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.

47 «Авӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса пӗр ҫын.

48 «Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тенӗ Иисус Хӑйне ҫапла каланӑ ҫынна.

49 Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе тӗллесе каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем.

50 Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan