Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Матфей 11 - Синодальный НЗ


11-мӗш сыпӑк

1 Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне ӑс парса каланӑ хыҫҫӑн Иисус, ҫав хуларан тухса, вӗрентме тата ӳкӗтлеме ытти хуласене кайнӑ.


Иоанӑн вӗренекенӗсем тата Иисус
( Лк. 7:18-35 )

2 Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чух Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне:

3 «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.

4 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Мӗн курни-илтнине Иоана кайса каласа кӑтартӑр:

5 суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.

6 Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».

7 Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и?

8 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтирлӗ ҫынна курма-и? Анчах та капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ.

9 Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире, вӑл пророкран та аслӑ.

10 „Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ.

11 Чӑн калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах та Ҫӳлти Патшалӑхри чи кӗҫӗнни те унран аслӑ.

12 Шыва кӗртекен Иоанран пуҫласа паян кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха тӑрӑшулӑхпа илеҫҫӗ, пит тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.

13 Мӗншӗн тесен Иоанн киличчен мӗн пур пророкла каланисене тата Моисей саккунне пӗлтернӗ ӗнтӗ.

14 Эсир ҫак шухӑшӑма йышӑнма хатӗр пулсан, калам: Иоанн вӑл – килмелле тенӗ Илия.

15 Илтме хӑлха пурри илттӗр!

16 Кампа танлаштарам-ши ҫак ӑру ҫыннисене? Вӗсем урамра ларакан ачасем евӗрлӗ, вӗсем хӑйсен юлташӗсене ҫапла калаҫҫӗ:

17 „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.

18 Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем.

19 Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».


Ӳкӗнмен хуласене хуйхӑ пулӗ
( Лк. 10:13-15 )

20 Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ӳпкелеме тытӑннӑ:

21 «Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ.

22 Калатӑп сире: суд кунӗнче Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.

23 Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ.

24 Ҫапах та калатӑп сире: суд кунӗнче Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ».


Ман патӑма килӗр те канлӗх илӗр
( Лк. 10:21-22 )

25 Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.

26 Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ.

27 Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.

28 Эй, эсир, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем! Пурте Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире канлӗх парӑп.

29 Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа Ман туртам хушшине тӑрӑр, Манран тӗслӗх илӗр, вара канлӗхӗре тупӑр.

30 Мӗншӗн тесен Ман лава туртма ырӑ, Ман ҫӗклемӗм ҫӑмӑл».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan