Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Матфей 10 - Синодальный НЗ


10-мӗш сыпӑк Вун икӗ апостол
( Мк. 3:13-19 ; 6:7-13 ; Лк. 6:12-16 ; 9:1-6 )

1 Унтан Иисус Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ. Вӑл вӗренекенӗсене, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларччӑр тесе, вӗсене пӑхӑнтарма, тӗрлӗ чир-чӗртен, тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватма хӑват панӑ.

2 Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн,

3 Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,

4 Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.

5 Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.

6 Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех.

7 Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр.

8 Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр.

9 Хӑвӑрпа пӗрле укҫа таврашӗ ан илӗр: ылтӑннине те, кӗмӗллине те, пӑхӑррине те;

10 Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ.

11 Мӗнле те пулин хулана е яла ҫитсен унта кам шанчӑклине ыйтса пӗлӗр те кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр.

12 Пӳрте кӗрсен ырӑ сунса: „Ҫак кил-ҫурта канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр.

13 Тивӗҫлӗ кил-ҫурт пулсан канӑҫлӑхӑр ун ҫине анӗ, тивӗҫсӗр пулсан эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ.

14 Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр.

15 Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».


Ҫитес хӗсӗрлевсем
( Мк. 13:9-13 ; Лк. 21:12-17 )

16 «Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.

17 Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире судпа айӑплама тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче хӗнӗҫ.

18 Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ.

19 Сире суда тытса парсан мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан кулянӑр, сирӗн калас сӑмахӑр ҫав самантра чӗлхе ҫинчех пулӗ.

20 Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ.

21 Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.

22 Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.

23 Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен эсир тепӗр хулана тарӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израилӗн пур хулисене те ҫитме ӗлкӗриччен Этем Ывӑлӗ килӗ.

24 Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар.

25 Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»


Камран хӑрамалла
( Лк. 12:2-7 )

26 «Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех.

27 Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр.

28 Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр.

29 Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Ҫӳлти Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест.

30 Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра.

31 Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.

32 Ҫапла вара, кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗп.

33 Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».


Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ
( Лк. 12:51-53 ; 14:26-27 )

34 «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ.

35 Эпӗ ывӑлне – ашшӗнчен, хӗрне – амӑшӗнчен, кинне – хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм.

36 Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышӗсемех тӑшман пулӗҫ.

37 Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.

38 Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар.

39 Хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑваракан ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ».


Илес сӑвап
( Мк. 9:41 )

40 «Сире йышӑнакан Мана та хапӑл тӑвать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана та йышӑнать.

41 Пророка пророк пулнишӗн хапӑл тӑвакан пророкпа танах сӑвап илӗ. Тӳрӗлӗхлӗ ҫынна тӳрӗ пурӑннишӗн хапӑл тӑвакан та тӳрӗлӗхлӗ ҫынпа танах сӑвап илӗ.

42 Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan