Марк 9 - Синодальный НЗ9-мӗш сыпӑк 1 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан Иисус вӗсене, – ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине хӑйсем виличченех курӗҫ». Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни ( Мф. 17:1-13 ; Лк. 9:28-36 ) 2 Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ: 3 Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть. 4 Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Илияпа Моисей курӑннӑ. 5 Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: «Равви! Епле аван пире кунта. Атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли». 6 Ҫакна вӑл ним калама аптӑранӑран каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ. 7 Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ. 8 Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла йӑпӑр-япӑр пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман. 9 Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман. 10 Вӗсем хушнине итленӗ: ҫын ҫине сӑмах кӑларман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тени мӗне пӗлтерет-ши тесе кӑна пӗр-пӗринпе калаҫнӑ. 11 «Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 12 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ? 13 Калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та, Ҫырнинче каланӑ пекех, унпа ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ». Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни ( Мф. 17:14-20 ; Лк. 9:37-43 ) 14 Унтан Иисус, ытти вӗренекенӗсем патне пырсан, вӗсем тавра халӑх йышлӑн тӑнине, саккун вӗрентӳҫисем Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тавлашнине курнӑ. 15 Ӑна асӑрхасанах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, ҫынсем Ун патне чупа-чупа пырса сывлӑх суннӑ. 16 «Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» – тесе ыйтнӑ Вӑл саккун вӗрентӳҫисенчен. 17 Халӑх хушшинчен пӗри Ӑна ҫапла хуравланӑ: «Вӗрентекен! Эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм. 18 Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 19 Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин». 20 Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ. 21 «Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ. 22 – Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам». 23 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать». 24 Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. 25 Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!» 26 Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ. 27 Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, вӑл тӑнӑ. 28 Унтан, Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, куҫа-куҫӑн юлнӑ вӗренекенӗсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» 29 «Усал-тӗсел таврашне кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать», – тенӗ вара Иисус вӗсене. Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани ( Мф. 17:22-23 ; Лк. 9:43-45 ) 30 Иисуспа вӗренекенӗсем ҫав тӑрӑхран кайнӑ. Вӗсем Галилея ҫӗрӗпе пынӑ. Хӑйсем унта пулнине Иисус пӗлтересшӗн пулман. 31 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ. 32 Анчах вӗсем ҫак сӑмахсене ӑнланса илеймен, Хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ. Кам аслӑрах ( Мф. 18:1-5 ; Лк. 9:46-48 ) 33 Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑрччӗ-ха?» 34 Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ. 35 Ларсан Вӑл Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Кам пуринчен те аслӑ пулас тет, ҫав пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр». 36 Вара Вӑл пӗр пӗчӗк ачана вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ. Унтан, ачана ыталаса, вӗренекенӗсене каланӑ: 37 «Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать». Кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ ( Лк. 9:49-50 ) 38 «Вӗрентекен! – тенӗ ҫавӑн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна тӗл пултӑмӑр, анчах хамӑрпа пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чартӑмӑр». 39 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Ан чарӑр ӑна: Ман ятӑмпа хӑват тӑвакансенчен нихӑшӗ те Ман ҫинчен часах усал калаҫас ҫук. 40 Кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ». 41 «Чӑн калатӑп сире: кам сире Христос ҫыннисем тесе Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерет, ҫав хӑйӗн илес сӑвапне ҫухатмӗ. Илӗртӳсем ҫинчен ( Мф. 18:6-9 ; Лк. 17:1-2 ) 42 Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ. 43 Сана аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа чӑлаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 44 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест. 45 Сана уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа уксаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 46 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест. 47 Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫлӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 48 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест. 49 Турра кӳмелли кирек епле выльӑх-чӗрлӗхе те тӑварпа тӑварланӑ пекех кашниннех вутпа тӑварланмалла пулӗ. 50 Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине эсир епле тавӑрӑр? Чун-чӗрӗрте ӗненӳ тӑварӗ пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia