Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Марк 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Алли типнӗ ҫынна сыватни
( Мф. 12:9-14 ; Лк. 6:6-11 )

1 Иисус каллех синагогӑна пынӑ; унта алли типнӗ ҫын пулнӑ.

2 Иисуса айӑплама сӑлтав тупас шутпа, ҫак ҫынна Вӑл шӑмат кун сыватмӗ-и тесе, хӑшӗ-пӗрисем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.

3 Иисус алли типнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: «Маларах тух-ха».

4 Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.

5 Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.

6 Фарисейсем вара унтан тухсан тӳрех Ирод майлӑ ҫынсен ушкӑнӗпе пӗрле Иисуса епле вӗлерес-ши тесе Ӑна хирӗҫ кавар тунӑ.


Тинӗс хӗрринче

7-8 Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тинӗс хӗррине кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Галилейӑра, Иудейӑра, Иерусалимра, Идумейӑра тата Иордан леш енче пурӑнакан темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем пирки сӑмах сарӑлнӑран унта Тирпа Сидон таврашӗнчи ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

9-10 Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ.

11 Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: «Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ.

12 Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.


Вун икӗ апостола суйласа илни
( Мф. 10:1-4 ; Лк. 6:12-16 )

13 Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ.

14-15 Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ.

16 Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ;

17 Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать;

18 Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит

19 тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.


Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
( Мф. 12:22-32 ; Лк. 11:14-23 ; 12:10 )

20 Иисуспа вӗренекенӗсем пӗр ҫурта кӗнӗ. Каллех халӑх нумай пуҫтарӑннӑ пирки вӗсен апат ҫиме те май пулман.

21 Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ.

22 Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул, Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те.

23 Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр?

24 Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть,

25 кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать.

26 Шуйттан та, хӑйпе хӑй хирӗҫсен, пайланса кайсан, тытӑнса тӑраймасть; унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ пулать вара.

27 Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтанах вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр, никам та унӑн япалисене ҫаратаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ.

28 Чӑн калатӑп сире, этем ывӑлӗсен кирек епле ҫылӑхӗсем те, кирек епле хурласа калаҫнисем те каҫарӑнӗҫ.

29 Анчах та кам Святой Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ. Ҫав ҫын ӗмӗрлӗхех айӑплӑ пулма тивӗҫлӗ».

30 Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш ларать тенӗрен Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ.


Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
( Мф. 12:46-50 ; Лк. 8:19-21 )

31 Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ та, хӑйсем пӳрте кӗмен, Ӑна чӗнсе тухма ыйтнӑ.

32 Иисус тавра халӑх ларнӑ. «Сана тулта Аннӳпе тӑванусем чӗнеҫҫӗ», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне.

33 «Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.

34 Унтан, Хӑй тавра ларакансене пӑхса ҫавӑрӑнса, ҫапла каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем.

35 Мӗншӗн тесен кам Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫав Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan