Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Марк 13 - Синодальный НЗ


13-мӗш сыпӑк Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен
( Мф. 24:1-2 ; Лк. 21:5-6 )

1 Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне Ӑна пӗр вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Кур-ха, ҫурчӗсем те, вӗсене купаланӑ чулӗсем те епле чаплӑ!»

2 Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Куратӑн-и ҫак капмар ҫуртсене? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».

3 Тепӗртакран, Иисус Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫурчӗ курӑнакан вырӑнта ларнӑ чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ:

4 «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавсем пурте пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»

5 Вӗсене хуравласа вара Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр,

6 мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ. „Эпӗ – Христос“, – тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.

7 Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.

8 Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха.

9 Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ.

10 Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле.

11 Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ.

12 Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.

13 Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».


Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
( Мф. 24:15-28 ; Лк. 21:20-24 )

14 «Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр.

15 Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр.

16 Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр.

17 Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ.

18 Тарса хӑтӑлас вӑхӑт хӗлле ан пултӑрччӗ ҫеҫ тесе кӗлтӑвӑр.

19 Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук.

20 Хуҫа Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ.

21 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр.

22 Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.

23 Эсир вара сыхӑ пулӑр. Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм».


Этем Ывӑлӗ килесси ҫинчен
( Мф. 24:29-31 ; Лк. 21:25-28 )

24 «Ҫав кунсенче, асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ.

25 Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем кисренсе кайӗҫ.

26 Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.

27 Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ».


Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
( Мф. 24:32-35 ; Лк. 21:29-33 )

28 «Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр.

29 Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр.

30 Чӑн калатӑп сире: ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ.

31 Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».


Сыхӑ пулма чӗнни
( Мф. 24:36-44 )

32 «Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ӑна пӗртен-пӗр Атте Турӑ кӑна пӗлет.

33 Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр.

34 Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ.

35 Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр.

36 Астӑвӑр, вӑл сасартӑк эсир ҫывӑрнӑ тӗле килсе ан тухтӑрччӗ.

37 Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan