Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Марк 11 - Синодальный НЗ


11-мӗш сыпӑк Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
( Мф. 21:1-11 ; Лк. 19:28-40 ; Ин. 12:12-19 )

1 Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагипе Вифани тӗлне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне

2 ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех унта эсир кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака асӑрхӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.

3 Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ҫапла калӑр: „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ, Хуҫамӑр часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“».

4 Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ.

5 «Мӗн хӑтланатӑр? – тенӗ вӗсене ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем. – Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?»

6 Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, ҫынсем вӗсене янӑ.

7 Унтан хайхи ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ашак ҫине хӑйсен тумтирӗсене хунӑ. Иисус вара ун ҫине утланса ларнӑ.

8 Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.

9 Умӗнче пыракансем те, хыҫалта пыракансем те мухтаса ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!

10 Мӑн асаттемӗрӗн Давидӑн Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патшалӑхӗ мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!»

11 Иисус Иерусалима кӗрсен Турӑ Ҫуртне пынӑ та пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ. Вара тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.


Ҫимӗҫсӗр смоква йывӑҫҫи
( Мф. 21:18-19 )

12 Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиесси килнӗ.

13 Вӑл аякранах ешӗл ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ та ун ҫинче ҫимӗҫ пур-ши тесе йывӑҫ патне пынӑ. Анчах та патнерех пырсан ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман, мӗншӗн тесен смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха.

14 «Сан ҫинчен текех ӗмӗрне те никамӑн та ҫимӗҫ татса ҫимелле ан пултӑр», – тенӗ вара Иисус йывӑҫа. Ҫак сӑмахсене вӗренекенӗсем те илтнӗ.


Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
( Мф. 21:12-17 ; Лк. 19:45-48 ; Ин. 2:13-22 )

15 Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ,

16 Турӑ Ҫурчӗ витӗр тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫӗклесе ҫӳреме чарнӑ.

17 Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ».

18 Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.

19 Вара Вӑл тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса кайнӑ.


Ӗненессипе каҫарасси ҫинчен
( Мф. 21:20-22 )

20 Ирхине иртсе пынӑ чух вӗсем хайхи смоква йывӑҫҫи тымарӗ таранах типсе ларнине курнӑ.

21 Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланӑ: «Равви! Пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫҫи типсе ларнӑ».

22 Иисус вӗренекенӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ:

23 «Турра ӗненӗр! Чӑн калатӑп сире, кам ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесе чун-чӗрипе иккӗленмесӗр, хӑй калани пурнӑҫланасса ӗненсе калать, вӑл кирек мӗн калани те пулатех.

24 Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех.

25 Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.

26 Эсир каҫармастӑр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ».


Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
( Мф. 21:23-27 ; Лк. 20:1-8 )

27 Иисуспа вӗренекенӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ.

28 «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.

29 Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур. Эсир ҫавна хуравласан, эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине пӗлтерӗп.

30 Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?»

31 Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «Ҫӳлтен», – тесен, «Эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?» – тейӗ Вӑл.

32 «Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ.

33 «Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan