Лука 9 - Синодальный НЗ9-мӗш сыпӑк Иисус вун икӗ апостолне вӗрентсе ҫӳреме ярать ( Мф. 10:5-15 ; Мк. 6:7-13 ) 1 Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ. 2 Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентме тата чирлисене сыватма янӑ. 3 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑрпа пӗрле ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр: туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, укҫа та, тепӗр кӗпе те. 4 Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫула тухичченех ҫавӑнта пурӑнӑр. 5 Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чух, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесе хӑварӑр». 6 Вӗренекенӗсем кайнӑ та ял-хула тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те чирлисене сыватнӑ. 7 Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ. 8 Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем. 9 «Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ. Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни ( Мф. 14:13-21 ; Мк. 6:30-44 ; Ин. 6:1-14 ) 10 Апостолсем тавӑрӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн тунине Иисуса каласа кӑтартнӑ. Вара Иисус, Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе, Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи ҫын ҫук вырӑна кайнӑ. 11 Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ. 12 Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн». 13 «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем. 14 Унта пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ. «Вӗсене аллӑшарӑн йӗркипе ҫерем ҫине лартса тухӑр», – тенӗ Иисус вӗренекенӗсене. 15 Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан, 16 Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 17 Пурте тӑраничченех ҫинӗ, юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк пухнӑ. Иисус Кам пулнине Петр пӗлтерни ( Мф. 16:13-19 ; Мк. 8:27-29 ) 18 Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 19 Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ». 20 Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр. Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани ( Мф. 16:20-28 ; Мк. 8:30–9:1 ) 21 Анчах Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман. 22 Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ. 23 Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. 24 Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 25 Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси? 26 Кам Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн тата Ашшӗн мухтавӗпе, святой ангелӗсен мухтавӗпе килсен унран вӑтанӗ. 27 Чӑн калатӑп сире, ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем виличченех Турӑ Патшалӑхне курӗҫ». Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни ( Мф. 17:1-8 ; Мк. 9:2-8 ) 28 Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 29 Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ. 30 Ҫавӑнтах икӗ арҫын Иисуспа калаҫса тӑнӑ: пӗри – Моисей, тепри Илия пулнӑ, 31 вӗсене те мухтавлӑ ҫутӑ хупӑрласа тӑнӑ. Вӗсем Христосӑн Иерусалимра вилмелле пуласси ҫинчен калаҫнӑ. 32 Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33 Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 34 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ чух вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ. 35 Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ. 36 Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан. Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни ( Мф. 17:14-18 ; Мк. 9:14-27 ) 37 Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса тем чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38 Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Вӗрентекен! Сана йӑлӑнатӑп, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл манӑн пӗртен-пӗр ача! 39 Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать. 40 Ӑна хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 41 «Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус. 42 Ача утса пынӑ чухнех усал ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах та Иисус, усал сывлӑша чарса, ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ. 43 Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ. Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани ( Мф. 17:22-23 ; Мк. 9:30-32 ) 44 «Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45 Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ. Кам аслӑрах ( Мф. 18:1-5 ; Мк. 9:33-37 ) 46 «Пирӗнтен хӑшӗ аслӑрах?» – тесе шухӑшлама пуҫланӑ вӗренекенӗсем. 47 Иисус, вӗсен пуҫӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана Хӑй умне илсе пырса тӑратнӑ та 48 вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ». 49 «Вӗрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳремен пирки эпир Ӑна чартӑмӑр», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне Иоанн. 50 «Ан чарӑр ӑна, кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ», – хуравланӑ Иисус. Этем Ывӑлӗ пӗтерме мар, ҫӑлма килнӗ 51 Иисуса ку тӗнчерен илес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май Вӑл хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ. 52 Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарлама вӗренекенӗсене янӑ. Лешсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре вырӑн хатӗрлеме Самарири пӗр яла кӗнӗ. 53 Анчах ял халӑхӗ Иисуса унта кӗртмен, мӗншӗн тесен Вӑл ҫынсене Иерусалима кайма тухнӑ ҫул ҫӳревҫӗ пек туйӑннӑ. 54 Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Кӑмӑлу пулсан, тӳперен вут-ҫулӑм антарса пирӗн те ҫак яла Илия тунӑ пекех ҫунтарса ямалла мар-и?» 55 Анчах та Иисус вӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та чарса ҫапла каланӑ: «Чун-чӗрӗрсем мӗнле Сывлӑшпа тулнине те пӗлместӗр. 56 Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ». Унтан вӗсем тепӗр яла кайнӑ. Иисус хыҫӗнчен пырасси ( Мф. 8:19-22 ) 57 Вӗсем ҫулпа пынӑ чух пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫҫӑн пыракан пулӑп». 58 Иисус ӑна хирӗҫ: «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ. 59 «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ Вӑл тепӗр ҫынна. Лешӗ вара ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». 60 «Вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр. Эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре», – тенӗ ӑна Иисус. 61 «Хуҫамӑр, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан Эсӗ мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ», – тенӗ Ӑна тата тепри. 62 «Сухапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанчӑклӑ мар», – тавӑрнӑ Иисус. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia