Лука 6 - Синодальный НЗ6-мӗш сыпӑк Иисус – шӑмат кун хуҫи те ( Мф. 12:1-8 ; Мк. 2:23-28 ) 1 Пӗррехинче, пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑмат кун, Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса ҫиме пуҫланӑ. 2 Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсенчен: «Эсир мӗншӗн шӑмат кун тума юраманнине тӑватӑр?» – тесе ыйтнӑ. 3 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Пӗррехинче, Давид тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир? 4 Епле вӑл кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене илсе хӑй те ҫинӗ, пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха». 5 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те». Алли типнӗ ҫынна сыватни ( Мф. 12:9-14 ; Мк. 3:1-6 ) 6 Иисуса тепӗр шӑмат кун та синагогӑна кӗрсе вӗрентме тӳр килнӗ. Унта сылтӑм алли типнӗ ҫын пулнӑ. 7 Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 8 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», – тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ. 9 Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен. 10 Вара Иисус вӗсене пурне те пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», – тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 11 Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» – тесе калаҫнӑ. Вун икӗ апостола суйласа илни ( Мф. 10:1-4 ; Мк. 3:13-19 ) 12 Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ. 13 Тул ҫутӑлсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе вӗсенчен вун иккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостол ятне панӑ. Вӗсем ҫаксем: 14 Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей, 15 Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон, 16 Иаков ывӑлӗ Иуда тата Иуда Искариот. Ҫакскер кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ. Иисус халӑха сыватни тата вӗрентни ( Мф. 4:23-25 ) 17 Иисус апостолсемпе пӗрле ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта вара Унӑн чылай вӗренекенӗсем тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон таврашӗнчен нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. 18 Вӗсем пурте Иисус вӗрентнине итлеме тата чирӗсенчен сывалма пынӑ. Усал сывлӑш ернипе аптӑракан ҫынсем те пырса тӑнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. 19 Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ. Телей ҫинчен, хуйхӑ ҫинчен ( Мф. 5:1-12 ) 20 Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ. 21 Халӗ выҫӑхса пурӑнакансем телейлӗ, эсир тӑранӑр. Халӗ йӗрекенсем телейлӗ, эсир савӑнса хӗпӗртӗр. 22 Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр. 23 Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ. Ҫав кун савӑнӑр та хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен тӳпери сӑвапӑр пысӑк пулӗ. 24 Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, эсир савӑнӑҫӑра илтӗр ӗнтӗ. 25 Халӗ мӑнтӑрпа иртӗхекенсем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир хурланса макӑрӑр. 26 Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ». Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр ( Мф. 5:38-48 ; 7:12 ) 27 «Анчах та сире, сӑмахӑма итлекенсене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр. 28 Хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, кӳрентерекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр. 29 Хӑвна пӗр енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. Санран ҫиелти тумтире туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. 30 Пур ыйтакана та пар. Хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра. 31 Ҫынсене хӑвӑрпа мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. 32 Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ. 33 Хӑвӑршӑн ырӑ ӗҫ тӑвакансене кӑна ырӑ тӑватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. 34 Тавӑрса паракан, шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ кивҫен паратӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те, каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсене кивҫен параҫҫӗ. 35 Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ. 36 Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр». Ыттисене ан айӑплӑр ( Мф. 7:1-5 ) 37 «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ. 38 Парӑр, вара хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗрҫи ҫине хурӗҫ. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ». 39 Тата Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреме пултарать-и? Апла вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? 40 Вӗренекен хӑйӗн вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть. Ҫапах та пӗлӗвне ӳстерсен кирек кам та хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать. 41 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? 42 Хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн пулсан епле-ха эсӗ: „Тӑванӑм, куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе мӗнле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн». Йывӑҫпа ҫимӗҫӗ ҫинчен ( Мф. 7:17-20 ; 12:34-35 ) 43 «Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть. 44 Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Смоква ҫимӗҫне кӳкен тӗмми ҫинчен татмаҫҫӗ, иҫӗм ҫырлине те шӑлан тӗмми ҫинчен пуҫтармаҫҫӗ. 45 Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать». Ҫурт лартакан икӗ ҫын ҫинчен каланӑ ытарлӑх ( Мф. 7:24-27 ) 46 «Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр? 47 Ман пата килекен, Ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. 48 Вӑл, тарӑн алтса, ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв тулса ҫитсен ҫав ҫурт патне пырса капланнӑ, ҫапах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ҫуртне чул ҫине лартнӑ. 49 Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв капланса пырсан ҫав ҫурт самантрах йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia