Лука 5 - Синодальный НЗ5-мӗш сыпӑк Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем ( Мф. 4:18-22 ; Мк. 1:16-20 ) 1 Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ. 2 Вӑл кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинчен тухса сӗреке-тетелӗсене ҫуса тӑнӑ. 3 Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ. 4 Вӗрентсе пӗтерсен Вӑл Симона ҫапла каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те пулӑ тытма сӗреке-тетелӳсене пӑрах». 5 Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин». 6 Ҫапла тусан вара питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсен сӗреке-тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ. 7 Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ. 8 Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ. 9 Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ. 10 Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн». 11 Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Юхан-суранлӑ ҫынна сыватни ( Мф. 8:1-4 ; Мк. 1:40-45 ) 12 Иисус пӗр хулара юхан-суранланса кайнӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑннӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 13 Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал», – тенӗ. Ҫавӑнтах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ. 14 «Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ». 15 Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16 Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ. Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни ( Мф. 9:1-8 ; Мк. 2:1-12 ) 17 Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ. 18 Ҫавӑнта пӗрисем паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ та пӳрте йӑтса кӗрсе ӑна Иисус умне хурасшӑн тӑрмашнӑ. 19 Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран шала кӗме май тупайман. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех пухӑннисен варрине, Иисус умнех, антарнӑ. 20 Вӗсен ӗненӗвне курсан Иисус ҫав ҫынна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. 21 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?» 22 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр? 23 Мӗн калама ҫӑмӑлрах: „Сан ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме? 24 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай». 25 Лешӗ вара ҫав самантрах вӗсен куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. 26 Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем. Иисус Левие чӗнни ( Мф. 9:9-13 ; Мк. 2:13-17 ) 27 Ҫавӑн хыҫҫӑн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли ҫуртра ларакан Левий ятлӑ ҫынна курнӑ. «Ман хыҫран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. 28 Лешӗ тӑнӑ та, пӗтӗмпех хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 29 Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. 30 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?» 31 Ҫавна илтсен Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 32 Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ». Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни ( Мф. 9:14-17 ; Мк. 2:18-22 ) 33 Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?» 34 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и? 35 Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ». 36 Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест. 37 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ те, хӑй те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. 38 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултармалла, вара вӗсем иккӗшӗ те упранса юлӗҫ. 39 Пулса ҫитнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑнах никам та тин тунӑ хӗрлӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах!“ – тейӗ». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia