Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Лука 23 - Синодальный НЗ


23-мӗш сыпӑк Иисус Пилат патӗнче
( Мф. 27:1-2 , 11-14 ; Мк. 15:1-5 ; Ин. 18:28-38 )

1 Унтан синедрион канашӗнчисем пӗтӗм йышӗпех пурте тӑнӑ та Иисуса Пилат патне илсе кайнӑ.

2 Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!»

3 Пилат Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тенӗ.

4 Пилат вара аслӑ священниксене те, халӑха та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та курмастӑп».

5 Анчах лешсем ҫине тӑрса хистенӗ: «Галилейӑран пуҫласах Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ, халӗ кунта килчӗ!» – тенӗ.


Иисуса Ирод патне яни

6 Галилея тенине илтсен Пилат: «Вӑл Галилея ҫынни-им?» – тесе ыйтнӑ.

7 Иисус хайхи Ирод тытса тӑракан ҫӗр-шывран пулнине пӗлсен, Пилат Ӑна шӑпах ҫав вӑхӑтра Иерусалима пынӑ Ирод патша патне янӑ.

8 Иисуса курсан Ирод питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Ӑна унчченех курасшӑн пулнӑ. Иисус тунӑ ӗҫсем ҫинчен Ирод нумай илтнӗ, ҫавӑнпа Унран мӗнле те пулин хӑват курма ӗмӗтленнӗ.

9 Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан.

10 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем вара Иисуса хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра айӑпласа тӑнӑ.

11 Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.

12 Малтан пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ Пилатпа Ирод ҫав кун туслашса кайнӑ.


Иисуса вӗлерме ыйтни
( Мф. 27:15-26 ; Мк. 15:6-15 ; Ин. 18:39–19:16 )

13 Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та

14 вӗсене каланӑ: «Ку Ҫынна эсир ман пата халӑха пӑтратакан тесе тытса килтӗр. Акӑ, эпӗ сирӗн умӑртах тӗпчерӗм, анчах та эсир айӑпланине ҫирӗплетекен пӗр сӑлтав та тупмарӑм.

15 Ирод хӑй те ҫак Ҫынна вӗлермеллех айӑплама нимӗнле сӑлтав та тупайман. Эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ.

16 Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам».

17 Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ.

18 Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.

19 Вараввӑна хула халӑхне пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ.

20 Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, каллех халӑха чӗнсе каланӑ.

21 Анчах та лешсем: «Пӑталаттар Ӑна! Пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ.

22 Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл? Ку Ҫынна вӗлерме эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмарӑм, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна хӗнеттерем те кӑларса ярам», – тенӗ.

23 Анчах та вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, ҫине тӑрсах Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Ҫапла кӑшкӑрса-хистесе халӑхпа аслӑ священниксем ҫиеле тухнӑ.

24 Пилат вара вӗсем ыйтнине тивӗҫтерес тенӗ.

25 Вӑл пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ Вараввӑна вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларса янӑ, Иисуса вара вӗсен аллине панӑ.


Иисус Христоса пӑталани
( Мф. 27:32-44 ; Мк. 15:21-32 ; Ин. 19:17-27 )

26 Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.

27 Иисус хыҫӗнчен ҫынсем нумаййӑн пынӑ, хӗрарӑмсем те Уншӑн кӑшкӑрса йӗрсе утнӑ.

28 Иисус вӗсем енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Эй, Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн мар, хӑвӑршӑн тата ачӑрсемшӗн хуйхӑрса макӑрӑр.

29 Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне ҫынсем: „Ача туман арӑмсем, ҫуратманнисем, кӑкӑр ҫитерменнисем телейлӗ!“ – тесе калӗҫ.

30 Ҫавӑн чух вӗсем тусене калӗҫ: „Пирӗн ҫине ӳкӗр!“ Сӑртсене те: „Пире хупласа хурӑр!“ – теме пуҫлӗҫ.

31 Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ?»

32 Иисуспа пӗрле тата икӗ вӑрӑ-хураха вӗлерме илсе пынӑ.

33 «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитсен Иисуса та, икӗ вӑрӑ-хурахне те хӗрессем ҫумне пӑталанӑ. Пӗрне – Унӑн сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталаса хунӑ.

34 Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.

35 Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ.

36 Салтаксем те, пыра-пыра, Ӑна хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех парса, Унран мӑшкӑлласа

37 ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан, Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ!»

38 Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.

39 Хӗрес ҫумне пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсенчен пӗри Иисуса мӑшкӑлласа: «Эсӗ Христос пулсан, Хӑвна та, пире те ҫӑл!» – тенӗ.

40 Тепри вара, пачах урӑхла, ӑна чарса каланӑ: «Эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и-мӗн? Хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке.

41 Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман».

42 Унтан вӑл Иисуса: «Хуҫамӑр, Хӑвӑн Патшалӑху ҫитсен аса илсем мана», – тенӗ.

43 Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана, паянах эсӗ Манпа пӗрле райра пулӑн».


Иисус Христос вилӗмӗ
( Мф. 27:45-56 ; Мк. 15:33-41 ; Ин. 19:28-30 )

44-45 Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетсенелле, пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. Хӗвел тӗттӗмленнӗ. Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав та ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ.

46 Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.

47 Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!»

48 Пуҫтарӑннӑ халӑх та, мӗн пулса иртнине курсан, хӗрхеннипе пуҫӗсене усса килӗсене тавӑрӑннӑ.

49 Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.


Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
( Мф. 27:57-61 ; Мк. 15:42-47 ; Ин. 19:38-42 )

50-51 Иудейӑри Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ пӗр Иосиф ятлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл, тӳрӗ тата ырӑ кӑмӑллӑскер, иудейсен канашӗнче ларнӑ пулин те, канаш ӗҫӗпе те, йышӑнӑвӗпе те килӗшмен. Вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе пурӑннӑ.

52 Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ӳтне пама ыйтнӑ.

53 Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ.

54-55 Галилейӑран Иисуспа пӗрле пынӑ хӗрарӑмсем те Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн ӳтне тупӑклӑха епле хунине сӑнаса тӑнӑ. Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман,

56 ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan