Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Лука 22 - Синодальный НЗ


22-мӗш сыпӑк Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
( Мф. 26:1-5 , 14-16 ; Мк. 14:1-2 , 10-11 ; Ин. 11:45-53 )

1 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, пасха текен уяв, ҫывхарса килнӗ.

2 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ.

3 Вун иккӗшӗнчен пӗрин, Искариот текен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ.

4 Вӑл вара кайнӑ та Иисуса мӗнле тытса парасси ҫинчен аслӑ священниксемпе, пуҫлӑхсемпе канаш тунӑ.

5 Лешсем савӑннипе ӑна укҫа пама пулнӑ.

6 Вара Иуда, вӗсемпе килӗшсе татӑлсан, Иисуса халӑхран вӑрттӑн тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.


Пасха апачӗ тума хатӗрленни
( Мф. 26:17-25 ; Мк. 14:12-21 ; Ин. 13:21-30 )

7 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ. Ҫавӑн чухне пасха валли путек пусмалла пулнӑ.

8 Иисус вара Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: «Кайӑр та хамӑр валли пасха апачӗ хатӗрлесе хурӑр».

9 «Эсӗ пире ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗсем.

10 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир хулана пырса кӗнӗ чух кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫынна тӗл пулӑр. Вара ун хыҫӗнчен кайӑр та вӑл кӗрекен ҫурта кӗрӗр.

11 Унтан кил хуҫине калӑр: „Вӗрентекен санран ыйтать: Манӑн пасха апатне вӗренекенӗмсемпе пӗрле хӑш пӳлӗмре ҫимелле пулать?“

12 Вӑл сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ, ҫавӑнта хатӗрлӗр».

13 Петрпа Иоанн хулана кайсан пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ.


Аслӑ каҫхи апат
( Мф. 26:26-30 ; Мк. 14:22-26 ; 1 Кор. 11:23-25 )

14 Вӑхӑт ҫитсен Иисус вун икӗ апостолӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ.

15-16 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Пасха апачӗ Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитмесӗр те Эпӗ ӑна урӑх ҫиеймӗп, ҫавӑнпа калатӑп та сире: асап куриччен малтан Манӑн ӑна питӗ сирӗнпе ларса ҫиес килет».

17 Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр.

18 Калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр те Эпӗ ӗнтӗ иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗп».

19 Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».

20 Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Иисус курка илсе каланӑ: «Ҫак курка – сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал.

21 Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех ларать.

22 Этем Ывӑлӗн малтанах палӑртнӑ ҫулне утса тухмаллах, анчах та Ӑна тытса паракана хуйхӑ пулӗ».

23 Вӗренекенӗсем вара пӗр-пӗринчен ыйтса: «Пирӗн хушшӑмӑртан кам тытса пама пултарӗ-ши?» – тесе калаҫнӑ.


Тарҫӑ пек пулӑр

24 Ҫавӑнтах тата вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма тытӑннӑ.

25 Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, халӑхпа пуҫ пулакансене „ырӑ хуҫам“ теҫҫӗ.

26 Эсир унашкал ан пулӑр. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, хуҫи те тарҫӑ пек пултӑр.

27 Хӑшӗ аслӑ: кӗрекере лараканни-и е ӗҫлесе тӑракан тарҫи? Кӗрекере лараканни мар-и вара? Анчах та акӑ Эпӗ сирӗн хушшӑрта тарҫӑ пек пултӑм.

28 Мана йывӑр чухне эсир Манпа пӗрле пултӑр.

29-30 Ман Патшалӑхӑмра кӗрекере ӗҫсе ҫиччӗр тесе, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулма престол ҫине ларччӑр тесе Аттем Мана Патшалӑх парса хӑварнӑ пекех, Эпӗ те сире Патшалӑх шанса парса хӑваратӑп».


Петр тунасса Иисус малтанах калани
( Мф. 26:31-35 ; Мк. 14:27-31 ; Ин. 13:36-38 )

31 Иисус вара каланӑ: «Эх, Симон, Симон! Акӑ ӗнтӗ шуйттан сире тулӑ алланӑ пек аллама ирӗк ыйтса илчӗ.

32 Анчах та ӗненӗвӳ ан чактӑр тесе Эпӗ саншӑн кӗлтурӑм. Эсӗ те кайран, ху тӗрексӗр пулнӑшӑн ӳкӗнсен, тӑванусене тӗреклӗх пар».

33 «Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.

34 «Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.

35 Унтан вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, пушмаксӑр янӑ чух сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем Ӑна хирӗҫ: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ!» – тенӗ.

36 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ укҫа енчӗкӗ пуррисем ӑна илччӗр, хутаҫне те илччӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, вӑл тумтирне сутса хӗҫ илтӗр.

37 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле».

38 «Хуҫамӑр! Акӑ кунта икӗ хӗҫ пур», – тенӗ вӗсем. «Ҫитет», – тенӗ Вӑл вӗренекенӗсене.


Елеон тӑвӗ ҫинче кӗлтуни
( Мф. 26:36-46 ; Мк. 14:32-42 )

39 Унтан тухсан Иисус хӑнӑхнӑ йӑлипе Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.

40 Вырӑна ҫитсен Иисус вӗсене каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе кӗлтӑвӑр».

41 Хӑй вара вӗсем патӗнчен пӗр вӑтӑр утӑма кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса

42 ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр».

43 Вара тӳперен ангел курӑнса Ӑна вӑй-хӑват панӑ.

44 Пӑлхана-пӑлхана Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ. Унӑн тарӗ ҫӗре юн пек тумланӑ.

45 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем куляна-куляна ҫывӑрсах кайнине курнӑ.

46 «Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.


Иисуса тытни
( Мф. 26:47-56 ; Мк. 14:43-50 ; Ин. 18:3-11 )

47 Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ.

48 Иисус вара ӑна каланӑ: «Иуда, Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-и?»

49 Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна.

50 Вӗсенчен пӗри аслӑ священникӑн чурине хӗҫпе сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ.

51 Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ.

52 Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫурчӗн хурал пуҫлӑхӗсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир Мана тытма, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе килтӗр.

53 Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».


Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
( Мф. 26:57-58 , 69-75 ; Мк. 14:53-54 , 66-72 ; Ин. 18:12-18 , 25-27 )

54 Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ.

55 Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.

56 Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхса каланӑ: «Ку ҫын та Унпа пӗрлеччӗ».

57 Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ.

58 Кӑштахран тепри ӑна асӑрханӑ та: «Эсӗ те ҫав ушкӑнранахчӗ», – тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: «Ҫук, ҫук!» – тенӗ.

59 Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен татах тепри ҫине тӑрсах: «Чӑнах, ку та Унпа пӗрлеччӗ, ку Галилея ҫынни», – тенӗ.

60 «Эсӗ тем калаҫатӑн, пӗлместӗп», – тенӗ Петр ӑна хирӗҫ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах сасартӑк автан авӑтса янӑ.

61 Хуҫамӑр ҫавӑрӑнса Петр ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Петр вара Хуҫамӑр сӑмахӗсене: «Автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хут пӗлмӗш пулӑн», – тенине аса илнӗ.

62 Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.


Иисусран мӑшкӑлласа кулни
( Мф. 26:67-68 ; Мк. 14:65 )

63 Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ.

64 Вӗсем Унӑн куҫне хупласа питрен ҫупа-ҫупа ярса ыйтнӑ: «Эсӗ пророк пулсан, кала, кам ҫапрӗ Сана?»

65 Ӑна урӑх сӑмахсем каласа та нумай хур тунӑ.


Иисуса синедриона илсе пыни
( Мф. 26:59-66 ; Мк. 14:55-64 ; Ин. 18:19-24 )

66 Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса:

67 «Каласам пире: Эсӗ Турӑ Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенӗ. «Эпӗ сире каласан та, эсир Мана ӗненмӗр, – тавӑрнӑ Иисус.

68 – Хӑвӑртан ыйтсан та эсир Мана хирӗҫ тавӑрса каламӑр, Мана ирӗке те ямӑр.

69 Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ».

70 Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр».

71 Лешсем вара: «Ун айӑпне кӑтартни мӗн тума кирлӗ тата пире? Ӗнтӗ Унӑн сӑмахӗсене хамӑр хӑлхапа хамӑрах илтрӗмӗр!» – тенӗ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan