Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Лука 21 - Синодальный НЗ


21-мӗш сыпӑк Тӑлӑх арӑмӑн икӗ вак укҫи
( Мк. 12:41-44 )

1 Унтан Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчи парне арчине пуянсем хӑйсен укҫине янине курнӑ.

2 Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та пырса икӗ лептӑлӑх вак укҫа хунӑ.

3 Ҫавна курсан Иисус каланӑ: «Чӑннипех те, ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ.

4 Мӗншӗн тесен пурте ытлашшине Турра парне пачӗҫ. Ку вара хӑйне тӑранса пурӑнмалӑх юлашки пур-ҫук укҫине пӗтӗмпех хучӗ».


Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен
( Мф. 24:1-2 ; Мк. 13:1-2 )

5 Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен: «Вӑл епле капмар! Ӑна хаклӑ чулсемпе, Турра парнеленӗ япаласемпе илемлетнӗ», – тесе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ:

6 «Вӑхӑт ҫитӗ, эсир ҫакӑнта куракан ҫуртсене пӗтӗмпех аркатӗҫ, чул ҫинче чул та юлмӗ».

7 «Вӗрентекен, вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавӑ пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.

8 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.

9 Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫавӑ малтан пулмалла, анчах ун хыҫҫӑн та тӳрех вӑхӑт пӗтмӗ-ха».

10 Иисус татах каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ;

11 вырӑнӑн-вырӑнӑн питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем, выҫлӑх ҫулсем тата вӗлерекен чир-чӗрсем пулӗҫ. Тӳпере хӑрушӑ пулӑмсемпе аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.

12 Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ.

13 Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ.

14 Ҫакна чӗре варне хурӑр: мӗн тавӑрса калас-ши тесе малтанах ан кулянӑр,

15 мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ.

16 Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ.

17 Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ.

18 Анчах та сирӗн пуҫӑр ҫинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчине пӗтерни те Турӑ ӗҫӗшӗн усӑсӑр пулмӗ.

19 Чӑтӑмлӑ пулнипе чунӑрсене ҫӑлса хӑварӑр».


Иерусалима аркатасси ҫинчен
( Мф. 24:15-21 ; Мк. 13:14-19 )

20 «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсан, вара унӑн юхӑнса тӑрас вӑхӑчӗ ҫывхарнине пӗлӗр!

21 Иудея халӑхӗ ун чухне тусем ҫине тартӑр, Иерусалимри ҫынсем хӑвӑртрах хуларан тухчӑр, хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр.

22 Мӗншӗн тесен ҫак кунсем – тавӑру кунӗсем, вӗсем пирки Ҫырнинче мӗн калани йӑлтах пурнӑҫланӗ.

23 Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене хуйхӑ пулӗ. Ҫӗр ҫине пысӑк асаплӑх килӗ, ҫак халӑха Турӑ ҫилли ҫитӗ.

24 Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».


Христос тепӗр хут килесси
( Мф. 24:29-31 ; Мк. 13:24-27 )

25 «Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ.

26 Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ.

27 Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.

28 Ҫаксем пула пуҫласан пуҫӑрсене усас вырӑнне ҫӗклӗр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывхарать».


Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
( Мф. 24:32-35 ; Мк. 13:28-31 )

29 Унтан Иисус вӗсене ытарлӑх каласа панӑ: «Смоква йывӑҫҫи ҫине, ытти мӗн пур йывӑҫсем ҫине пӑхӑр-ха.

30 Вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан эсир ҫу ҫывхарса килнине пӗлетӗр.

31 Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр.

32 Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ.

33 Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».


Сыхӑ тӑма чӗнни

34 «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,

35 мӗншӗн тесен ҫав кун пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫинче пурӑнакансене тетеле ҫаклатнӑ пек ҫаклатӗ.

36 Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».

37 Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.

38 Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх куллен ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan