Лука 17 - Синодальный НЗ17-мӗш сыпӑк Ҫылӑха кӗресси, каҫарасси, ӗненесси ҫинчен ( Мф. 18:6-7 , 21-22 ; Мк. 9:42 ) 1 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ. 2 Ӑна, мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртнинчен лайӑхрах пулӗччӗ. 3 Хӑвӑра хӑвӑр астуса пурӑнӑр. Тӑвану сан умӑнта ҫылӑха кӗрсен эсӗ ӑна йӑнӑшне кӑтарт; ӳкӗнет пулсан каҫар. 4 Вӑл сан умӑнта кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, ҫичӗ хут пырса: „Ӳкӗнетӗп“, – тесен, каҫар ӑна». 5 Апостолсем вара Хуҫамӑра: «Пирӗн ӗненӗве вӑйлатсам», – тенӗ. 6 Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ». 7 «Калӑпӑр, санӑн суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чуру пур. Вӑл хиртен тавӑрӑнсан эсӗ ӑна: „Кил, сӗтел хушшине ларса апат ҫи“, – тесе калӑн-и? 8 Ҫук, апла каличчен хуҫи малтан: „Ӗҫ тумтирне улӑштарса тӑхӑн та ман валли каҫхи апат хатӗрле, эпӗ ӗҫсе ҫием! Кайран ху ларса ҫи“, – тейӗ. 9 Хушнӑ ӗҫе тунӑшӑн хуҫи чурине тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп. 10 Эсир те ҫаплах, хӑвӑра мӗн хушнине тусассӑн: „Эпир ним тӗшне тӑман чурасем, мӗншӗн тесен хамӑр тума тивӗҫлине кӑна турӑмӑр“, – тейӗр». Юхан-суранлӑ вунӑ ҫынна сыватни 11 Иисус Иерусалим хулине кайнӑ чух Галилейӑпа Самари хушшинчи ҫулпа иртсе пынӑ. 12-13 Пӗр яла кӗрес умӗн Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем чарӑнса аякранах хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Эй, Вӗрентӳҫӗ Иисус! Хӗрхенсем пире!» 14 Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ. 15 Вӗсенчен пӗри хӑй сывалнине курсанах хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла тавӑрӑннӑ. 16 Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ. 17 «Эсир вуннӑн юхан-суранран тасалмарӑр-и? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. 18 – Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем мӗншӗн Турра мухтама тавӑрӑнмарӗҫ?» 19 Унтан Иисус ӑна: «Эсӗ тӑрса каях, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ», – тенӗ. Турӑ Патшалӑхӗ килесси ( Мф. 24:23-28 , 37-41 ) 20 Пӗррехинче фарисейсем Иисусран: «Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?» – тесе ыйтнӑ. Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ куҫа курӑнса килмест. 21 Турӑ Патшалӑхӗ – сирӗн ӑшӑрта, ҫавӑнпа та: „Акӑ вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесе калакан пулмӗ». 22 Кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, эсир ун чух Этем Ывӑлне пӗр кунлӑх та пулин курасшӑн пулӑр, анчах кураймӑр. 23 „Акӑ Вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тейӗҫ сире, анчах эсир вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 24 Хӑй килес кун Этем Ывӑлӗ пӗлӗте енчен енне ялтӑртаттарса ҫутатакан ҫиҫӗм пек палӑрса килӗ. 25 Анчах та унччен малтан Унӑн нумай асап курмалла, ҫак ӑру ҫыннисем Ӑна йышӑнмӗҫ. 26 Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ. 27 Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Кайран ҫӗр ҫине шыв илнӗ те пурне те пӗтернӗ. 28 Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, илнӗ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ. 29 Анчах Лот Содомран тухнӑ кунах вутлӑ кӳкӗрт пӗлӗтрен ҫумӑр пек ҫунӑ та пӗтӗм халӑха пӗтернӗ. 30 Этем Ывӑлӗ ҫӗр ҫине килес кун та ҫавӑн пекех пулӗ. 31 Ҫав кун кам та пулин кил хушшинче пулсан, хӑйӗн япалисене илме пӳрте ан кӗтӗр. Хирте пулсан, вӑл та каялла ан тавӑрӑнтӑр. 32 Лот арӑмне аса илӗр! 33 Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам та кам пурӑнӑҫне пӗтерӗ, ҫав ӑна ҫӑлса хӑварӗ. 34 Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 35 Икӗ хӗрарӑм пӗрле тырӑ авӑртӗҫ: пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 36 Иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ». 37 Вӗренекенӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Ку вара ӑҫта пулӗ?» «Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ», – тенӗ Иисус. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia