Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -

Лука 14 - Синодальный НЗ


14-мӗш сыпӑк Шыв чирӗллӗ ҫынна сыватни

1 Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ.

2 Ҫавӑн чух Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ.

3 Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.

4 Лешсем чӗнмен. Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ.

5 Унтан вӗсене: «Сирӗнтен камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ ҫӑла кайсан, ӑна вӑл, шӑмат кун пулсан та, хӑвӑртрах туртса кӑлармӗ-и?» – тенӗ.

6 Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман.


Сапӑрлӑх ҫинчен

7 Чӗннӗ хӑнисем сӗтел хушшинчи лайӑхрах вырӑна ларма тӑрӑшнине курсан Иисус ҫапла ытарлӑх каласа кӑтартнӑ:

8 «Сана туя чӗнсен эсӗ кӗрекене кӗрсе ан лар. Тен, унта санран хисеплӗрех хӑна пулӗ.

9 Вара иксӗре те туя чӗннӗ хуҫи сан патна пырӗ те: „Эсӗ куҫса ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, – тейӗ. Ун чух санӑн намӑсланса алӑк патӗнчи вырӑна кайса лармалла пулӗ.

10 Хӑнана чӗнсен эсӗ алӑк патнерех лар. Вара сана чӗнекен хуҫи пырса: „Тусӑм! Эсӗ тӗпелерех иртсе ларсам“, – тейӗ. Ун чух сана ытти хӑнасем умӗнче епле хисеп пулӗ!

11 Астӑвӑр, хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хураканни асла тухӗ».

12 Хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисее Иисус ҫапла каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чух тусусене, хурӑнташусене, тӑванусене тата пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана хӑнана чӗнсе тав тума пултараҫҫӗ.

13 Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн.

14 Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».


Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Мф. 22:1-10 )

15 Ҫавна илтсен Унпа пӗрле сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ!» – тенӗ Ӑна.

16 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрленӗ те йышлӑ хӑна чӗннӗ.

17 Ӗҫсе ҫиме вӑхӑт ҫитсен вӑл чӗнсе хунисем патне хӑйӗн чурине: „Ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ пӗтӗмпех хатӗр, пырӑр“, – тесе калама янӑ.

18 Анчах чӗнсе хунисем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, тӗрлӗрен сӑлтав тупса каҫару ыйтнӑ. „Эпӗ ҫӗр илтӗм, ҫавна пӑхма манӑн халех каймалла. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ ӑна пӗри.

19 „Эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, вӗсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ тепри.

20 Виҫҫӗмӗшӗ тата: „Эпӗ нумай пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, – тенӗ.

21 Вара чури тавӑрӑннӑ та ҫавӑн ҫинчен хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи ҫилленсе ҫитсе хӑйӗн чурине ҫапла хушса янӑ: „Часрах кай та хула урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсенчи кӗлмӗҫсене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене кунта чӗнсе кил“.

22 Чӗннисем пуҫтарӑнсан, чури каланӑ: „Хуҫам! Пӗтӗмпех эсӗ хушнӑ пек турӑм, сӗтел хушшинче татах вырӑн пур-ха“, – тенӗ.

23 „Эсӗ эппин хула ҫумӗнчи тӗттӗм, пушӑ ҫул-йӗрсем тӑрӑх кай та тӗл пулакансене хистесех кунта чӗн, килӗм тулли хӑна пултӑр, – тенӗ хуҫи чурине.

24 – Калатӑп сире: чӗнсе хунисенчен пӗри те манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗре лараймӗҫ, мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».


Иисусӑн вӗренекенӗ пулма кам пултарать?
( Мф. 10:37-38 )

25 Иисус хыҫҫӑн питӗ нумай халӑх пынӑ. Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсене каланӑ:

26 «Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ.

27 Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ.

28 Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и?

29 Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те ҫуртне туса пӗтереймӗ. Вара пурте унран кулма пуҫлӗҫ:

30 „Ку ҫын ҫурт лартма тытӑнчӗ те туса пӗтереймерӗ“, – тейӗҫ.

31 Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма шутлать пултӑр. Вӑл вара хӑйӗн вунӑ пин ҫынлӑ ҫарӗпе леш ҫирӗм пинлӗ патша ҫарне ҫӗнтерме вӑйӗ ҫитессе е ҫитмессе малтан шухӑшласа пӑхмӗ-и?

32 Вӑйне ҫитереймессе туйса илсен, леш патши аякра чухне, ун патне вӑл килӗшӳ тума элчисене ярӗ.

33 Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».

34 «Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине епле тавӑрмалла?

35 Вӑл ӗнтӗ ана ҫине тӑкма та, тислӗк купи ҫине хума та юрӑхсӑр, ӑна кӑларса тӑкмалла кӑна. Илтме хӑлха пурри илттӗр!»

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
Lean sinn:



Sanasan