Лука 10 - Синодальный НЗ10-мӗш сыпӑк Ҫитмӗл вӗренекенне Ырӑ Хыпар пӗлтерме яни 1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ. 2 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр. 3 Кайӑр, Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине путексене янӑ пек яратӑп. 4 Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр. 5 Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр. 6 Унта канӑҫлӑх ҫынни пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ун чунне кӗрӗ. Канӑҫлӑх ҫынни пулмасан, эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ. 7 Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр. 8 Эсир мӗнле те пулин хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ, ҫавна ҫийӗр. 9 Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене. 10 Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр: 11 „Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр. 12 Калатӑп сире: суд кунӗнче Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ». Ӗненмен хуласене асӑрхаттарни ( Мф. 11:20-24 ) 13 «Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 14 Ҫавӑнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15 Санӑн та, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса каймалла пулӗ. 16 Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть. Мана йышӑнман ҫын Мана кунта Яракана йышӑнмасть». Ҫитмӗл вӗренекенӗ тавӑрӑнни 17 Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса тавӑрӑннӑ та Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Сан ятна асӑнсанах пире усалсем те пӑхӑнаҫҫӗ». 18 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм. 19 Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ. 20 Ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра пӑхӑннишӗн мар, тӳпере хӑвӑр ятӑрсем ҫырӑннишӗн савӑнӑр». Иисус савӑнса кӗлтуни ( Мф. 11:25-27 ; 13:16-17 ) 21 Ҫав вӑхӑтрах Иисус кӑмӑлӗпе ҫӗкленсе ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ». 22 Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ. 23 Унтан Вӑл, вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса, вӗсене ҫеҫ илтмелле каланӑ: «Сирӗн куҫӑрсем мӗн курнине куракан ҫын телейлӗ. 24 Калатӑп сире: пророксем те, патшасем те нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир мӗн илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ». Ырӑ кӑмӑллӑ Самари ҫынни ҫинчен каланӑ ытарлӑх 25 Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 26 «Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус. 27 Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 28 Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫапла ту, вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑн», – тенӗ. 29 Анчах та саккун вӗрентӳҫи хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисусран татах ыйтнӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» 30 Иисус ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ та ҫаратса, хӗнесе пӗтернӗ. Унтан вилес патне ҫитнӗскерне пӑрахса хӑварнӑ. 31 Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ. Вӑл, аманнӑ ҫынна курсан, айккинчен пӑрӑнса кайнӑ. 32 Кӑшт тӑрсан ҫав вырӑна левит ҫитнӗ. Вӑл патнерех пырса пӑхнӑ та ҫавнашкалах пӑрӑнса иртсе кайнӑ. 33 Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни ашакпа пынӑ. Мӗскӗне курсассӑн вӑл питӗ шелленӗ. 34 Вара унӑн суранӗсене эрехпе олив ҫӑвӗ сӗрсе, эмеллесе ҫыхнӑ. Унтан ӑна ашакӗ ҫине лартнӑ та хӑна ҫуртне илсе кайнӑ. Хӑна ҫуртӗнче те вӑл уншӑн тӑрӑшнӑ. 35 Тепӗр кунне, хӑй тухса каяс умӗн, хӑна ҫурчӗн хуҫине вӑл икӗ динарий панӑ та: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑх-ха. Ку укҫа ҫитмесен, эпӗ каялла тавӑрӑннӑ чух уншӑн сана татах тӳлӗп“, – тенӗ. 36 Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?» 37 «Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», – тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту». Иисус Марфӑпа Мария патӗнче 38 Ҫулпа малалла пынӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне чӗнсе кӗртнӗ. 39 Унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Иисус ури патне пырса ларнӑ та Ун сӑмахӗсене итлеме пуҫланӑ. 40 Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!» 41-42 «Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia